Çĕнĕ Шупашкарта «Пулăç пулăçа» фестиваль иртнĕ
Нарăсăн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта «Пулăç пулăçа» фестиваль иртнĕ.
Ăмăртăва хĕлле пулă тытма юратакан 350 ытла çын пуçтарăннă. Вĕсем Чăваш Енрен çеç мар, юнашар регионсенчен те килнĕ, хăшĕ-пĕри — çемйипех. Пулăçсем 20 номинацире тупăшнă: «Чи çамрăк пулăç», «Чи пысăк тупăш илекен», «Чи пысăк пулла тытакан» тата ыттисем. Сăмах май, «Чи ăнăçсăр пулăç» номинацие те палăртнă.
Унсăр пуçне куракансем валли тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. Вĕсем лашапа ярăннă, вĕрен туртнă, футболла вылянă, çар кухнине хатĕрленĕ... Çĕнтерӳçĕсем кил хуçалăхĕнче кирлĕ техникăна тата вырăнти санаторире канма путевкăна тивĕçнĕ. 1-мĕш вырăна Владимир Рыжаков тухнă, 2-мĕшĕнче — Андрей Смирнов, виççĕмĕшĕнче вара — Федор Льдинов. Пулăçсен турнирĕн тĕп парни — моторлă кимĕ — Çĕнĕ Шупашкарти Андрей Сивушкина лекнĕ.