Чӑваш Енри икӗ пине яхӑн предприниматель федераци пулӑшӑвӗн ҫӗнӗ мерипе усӑ курма пултарӗ

Порядка двух тысяч предпринимателей Чувашии смогут воспользоваться новой мерой федеральной поддержкиПуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикинче предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ĕҫлекен Уполномоченнӑйпа Александр Рыбаковпа ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернӗ.

Бизнес-омбудсмен институтăн ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен калакан докладпа паллаштарнă регион Пуҫлӑхне.  Палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ĕҫлекен Уполномоченнӑй институчӗ иртнӗ ҫул бизнесра  тăрăшакансене пысӑк пулӑшу панӑ.

Предпринимательсен йывăрлăхĕсем пирки ӗҫлӗ тĕлпулусем чылай ирттернĕ. Сахал мар ыйтăва уҫăмлатнă, май килнĕ таран паха сĕнӳсемпе пулăшнă.

"Эпир Чӑваш Республикин Правительствипе пĕрле бизнеса пулӑшас тесе ĕҫленĕ. Йывăрлăхсене чакарас тĕлĕшпе тăрăшнă, регион экономикине аталантарма палӑртнӑ ҫӗнӗ тӗллевсем шыраса тупма витĕм кӳнĕ", -  тесе каланă Александр Рыбаков.  Предпринимательсен тĕлĕшпе тĕрĕслевсене тĕлли-паллисĕр йĕркелесрен те сахал мар сыхă тăнă ҫӳлерех палăртнă институт.

Иртнӗ ҫул хушшинче регион шайӗнче ҫак тата ытти енӗпе нумай йышӑну тунӑ. "Бизнесӑн шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнлерех пулнине пӗлсе тăтăмăр, предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлӗн субъекчӗсене пулӑшассишӗн пирӗн тата мӗн тумаллине ӑнланма пикентĕмĕр", - палӑртнă республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Тӗлпулура  икĕ ен вак тата вӑтам бизнеса патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе тивĕҫтермелли условисем пирки, тӳлевсемпе налук ҫӑмӑллӑхӗсене уйӑрса памалли тӗрлӗ майсем ҫинчен сӳтсе явнӑ.

Сӑмахран, федерацин "ФОТ 3.0" ҫӗнӗ программипе кӑна Чӑваш Енри 2 пин предприниматель усӑ курма пултарассине палӑртнӑ. Ҫавӑн пек пулӑшу мери организацисен ӗҫ-хӗлне ҫӗнетме, кивӗ кредитсене рефинансламалли е укҫи-тенкине ӳстермелли тӗп май пулса тӑрӗ.

Олег Николаев регионти предпринимательлӗх субъекчӗсен саккунлӑ прависемпе интересӗсене хӳтӗлемелли тытӑма малалла лайӑхлатма кирлине те палӑртнӑ. Патшалӑх влаҫӗн органӗсен, общество организацийӗсен тата эксперт пӗрлӗхӗн пӗр-пӗринпе килӗштерсе ҫыхӑнса унăн ӗҫ-хӗлӗпе йӗркеленмелле каланă.

Бизнесшӑн туйӑмлӑ темӑсенчен пӗри налук органӗсемпе ҫыхӑннă ыйтусем. Республика Пуҫлӑхӗ Федераци налук службин сервисӗсем ҫинчен информацие  бизнес тытăмĕнче тăрăшакансем патне тӗплӗн ҫитерме кирлине каланă. "Федераци налук службин принципӗсемпе стандарчӗсене  ҫирĕп йĕркепе пăхăнмалла", - тенӗ Олег Николаев. Ҫавӑн пекех предпринимательсене уголовлӑ майпа хӗсӗрлени  пирки те  ыйтса пĕлнĕ  Пуҫлăх асăннă институтăн ертӳҫинчен.

Палӑртнӑ тӑрӑх, "Забизнес.рф" федераци платформи майӗсемпе  ӳлĕмрен усӑ курасси палӑрать, унта предпринимательсем хăйсен ыйтăвĕсем пирки тӳрремĕнех, хăйсене хĕсĕрлени ҫинчен, вăй структурисен ертӳҫисем патне хыпарсене илсе ҫитерме пултарайраҫҫĕ.

Фоторепортаж



02 марта 2021
16:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter