Парăм ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлу ку хутĕнче пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртрĕ те — унта çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăрти ĕçе тишкерсе хаклани вăхăтлă пулчĕ темелле. Анчах ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пусăм тусах палăртрĕ: пирĕн тăрăхшăн календарьпе çуркунне çитни хĕл вĕçленнине пĕлтермест-ха — сивĕсем татах пулма пултараççĕ. Тепĕр енчен, ЖКХ отраслĕнчи ыйтусем çанталăкпа кăна сăлтавланман, хĕл иртни вĕсене пăрахăçламасть - укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăру çивĕч.

Строительство министрĕ Александр Героев пĕлтернĕ тăрăх, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта ЖКХ объекчĕсенче аварисем пуласси нумай ӳснĕ. Тăватă муниципалитет — Вăрнар, Красноармейски, Çĕрпӳ, Етĕрне районĕсем — хĕле хатĕррин паспорчĕсене те илеймен.

Парăмсем кăшт чакни сисĕнет, анчах ĕç-пуç çав-çавах çивĕч — ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмăн пĕтĕмĕшле виçи 2,3 миллиард тенкĕрен те иртет. Çав шутра электроэнергишĕн — 362 миллион, газшăн — 1,2 миллиард, ăшă энергийĕшĕн — 704 миллион тенкĕ. Парăмсене татас енĕпе графиксем тунă, анчах вĕсенче çирĕплетнĕ тӳлевсен çуррине кăна татма пултарнă — 261 миллион тенке тӳлеймен.

«Чăвашрегионгаз» ертӳçи Кияметдин Мифтахутдинов икĕ уйăх шартлама сивĕ тăнине пула потребительсем газпа усă курасси палăрмаллах пысăкланнине çирĕплетрĕ. Кун пек чухне ТЭЦсене, пысăк котельнăйсене урăх топливо çине куçармалли йĕрке пур. Апла пулин те газовиксем çак йĕркепе усă курман — республикăна газăн пысăкрах калăпăшĕпе тивĕçтернĕ. Çакă, паллах, ăшă энергийĕн хăйхаклăхĕ ӳсесрен сыхланма май панă.

«Тĕп газовик» газпа усă курнă чухне хăрушсăрлăха уяманнипе сăлтавланнă инкексем нумайланнине пăшăрханса палăртрĕ. 32 инкеке шута илнĕ, вĕсенче 13 çын пурнăçĕ татăлнă.

Газ парăмĕ чакни вара «Коммуналлă технологисем» ОООран тинех пысăк парăма шыраса илме пултарнипе çыхăннă. Шел, нумай муниципалитет тӳлевсене тивĕçтереймест. Вĕсенчен 18-шĕн парăмĕ кăçал пысăкланма та ĕлкĕрнĕ. Улатăр хули, сăмахран, кăрлачра пĕр пус та тӳлемен. Унăн парăмĕ 160 миллион тенке çитнĕ. Кияметдин Мифтахутдинов хула сенкер топливăна çулталăкра 120 миллион тенкĕлĕх çунтарнине аса илтернĕ май çаплах каларĕ: «Улатăрсем газпа çулталăк çурă тӳлевсĕр усă кураççĕ!»

Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров палăртнă тăрăх, уйрăм çынсем электроэнергишĕн ЧЭСКа тӳррĕн тӳлемелли йĕрке çине ытларах та ытларах куçни усă кӳрет — тӳлевсене пухасси 97,5% танлашать. Çав вăхăтрах Александр Николаевич Çĕмĕрлери, Вăрнар тата Красноармейски районĕсенчи МУПсем электричествăшăн тӳлемелли парăмсене ӳстерсех пынине кăмăлсăрланса палăртрĕ.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев уйрăм тĕслĕхсенче тӳлев шучĕсене суд приставĕсен служби «хупса хуни» чăрмав кӳнине палăртрĕ — çавăнпа ресурссемшĕн те вăхăтра тӳлеймеççĕ. Анчах çакă та — тӳрре тухмалли сăлтав мар. Вăл ресурссемпе усă курнăшăн тӳлессине тивĕçтересси муниципалитетсен влаçĕсен ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ пулнине çирĕплетрĕ, мĕншĕн тесен ку çав районсемпе хуласенче пурăнакансен хăтлăхне тӳррĕнех пырса тивет.

Канашлу «Çĕр улми — 2021» курава хатĕрленес ыйтăва сӳтсе явнипе вĕçленчĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, курав Шупашкарти «Контур» комплексра пуш уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче иртĕ. Унта хутшăнассине Раççейри 23 регионти тата Беларуçри 85 компани çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Иккĕмĕш çăкăрăн тухăçлă сорчĕсен вăрлăхĕ, çĕр улми çитĕнтермешкĕн усă курмалли ял хуçалăх техники, ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли им-çам, минерал удобренисем тата ытти те — пĕтĕмпех пулĕ.

Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
02 марта 2021
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter