Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерекен тата пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăхăн ĕҫченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерекен тата пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăхăн хисеплĕ ĕҫченĕсем!

Професси уявĕпе салам йышăнсамăр!

Коммуналлă ырлăх, подъездсемпе картишсенчи тасалăхпа тирпейлĕх тахҫанах ĕнтĕ кулленхи пурнăҫăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăнă. Эсир республикăра пурăнакансене йăлари пахалăхлă пулăшусемпе тивĕҫтерессишĕн тăрăшатăр, ҫавна май кĕтмен ҫĕртен сиксе тухакан лару-тăрăва вăхăтра сирме васкатăр, канмалли кунсемпе уявсенче те ĕҫлетĕр.

Эсир хăвăр ĕҫ тухăҫлăхне пĕрмаях ӳстерни, хальхи йышши технологисене тата оборудование, халăх ыйтăвĕсене тивĕҫтерессин ҫĕнĕ мелĕсене ĕҫе кĕртни питĕ пĕлтерĕшлĕ. 

Сире ĕҫченлĕхĕршĕн, ĕҫе таса кăмăлпа тата яваплăн пурнăҫланăшăн тав тăватăп. Сире ҫĕнĕ ăнăҫу тата ҫитĕӳсем сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                      Олег Николаев  



20 марта 2021
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter