Çулла ачасем валли сиплев лагерĕсем уçăлĕç

Правительство çуртĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, республикăра лару-тăру япăх, çапах хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалли пирки аса илтерчĕ: дезинфекци тумалла, общество вырăнĕсенче хӳтĕлев маскисене тăхăнмалла тата ытти те.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов пĕлтернĕ тăрăх, стационарта 912 çын сипленет, вĕсенчен 20-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. «Килте 3111 çын сипленет. Кăçал 980 çын реабилитаци тухнă. Хальхи вăхăтра санаторисенче 180 çын сиплев курсĕ илет», — терĕ Алексей Владимирович. Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен прививкăна 30 пин ытла çын тутарнă. Вакцинаци тумалли 42 пункт йĕркеленĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Елена Прокопьева каланă тăрăх, коронавируспа чирлекенсен шучĕ пирĕн республикăра 14 процент чакнă. Çав вăхăтрах Çĕмĕрле хулипе районĕнче, Çĕрпӳ хулинче инфекциллисен йышĕ ӳснĕ. Ял хуçалăхĕнче, общество апатланăвĕн сферинче тата хăна çурчĕсенче ĕçлекенсен хушшинче чирлекен пулман. Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам шкулĕнче 7 ачана инфекци ернĕ, Шупашкар районĕнчи Ишлейре — 2 ачапа 1 учитель, университетра 2 студент чирленĕ. Çавна май классемпе ушкăнсене дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă. ОРВИпе чирлекенсен шучĕ те 14 процент чакнă, уйрăмах 1-6 çулсенчи ачасем сунаслаççĕ.
Алла Салаева вице-премьер мобильлĕ ушкăнсем çинчен каласа кăтартрĕ. 220 ушкăн суту-илӳ, общество апатланăвĕн тата транспорт объекчĕсене тĕрĕслесе икĕ эрнере 41 протокол çырнă. Ку енĕпе Етĕрне, Комсомольски, Вăрнар районĕсенчи тĕрĕслевçĕсем уйрăмах лайăх ĕçленĕ.

Ларура çавăн пекех ача-пăча лагерĕсем çинчен сăмах хускатрĕç. Алла Леонидовна пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре 24 сиплев учрежденийĕ ачасене йышăнĕ, çавăн пекех шкулсемпе пултарулăх çурчĕсенче кăнтăрлахи лагерьсем уçăлĕç. «Пĕлтĕр карантина пула вĕсем ĕçлемерĕç. Çуллахи каникулта ачасен вăхăтне усăллă ирттермелли майсем туса памаллах», — терĕ министр. Елена Прокопьева каланă тăрăх, санитарипе эпидемиологи йĕркине çĕнĕлĕхсем те кĕртнĕ: лагерьти ушкăнсенче ача-пăча йышĕ 50 процент пулĕ /ку хисепе 70 процент таран пысăклатма палăртнă/, ытти регионти ачасене йышăнмĕç, лагерьте ĕçлекенсене тухса çӳреме, ачасене палаткăсенче çывăрма чарĕç, пурте медтĕрĕслев витĕр тухĕç тата ытти те.

www.hypar.ru

 



22 марта 2021
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter