ЧЭСК: шывсăр пурнăç çук

Кĕçнерникун Чăваш энергосбыт компанийĕнче Пĕтĕм тĕнчери шыв ресурсĕсен кунне, çуллен пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче паллă тăваканскере, халалланă мероприятисем пуçланнă. «Шыв кунĕ — РусГидропа» акципе килĕшӳллĕн компанире ачасен шыва халалланă ӳкерчĕкĕсен куравне уçнă.

Курава тăратнă ĕçсен шучĕ 200 патнеллех. Вĕсен авторĕсем ЧЭСК ĕçченĕсен ачисем кăна мар, Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕрпӳри, Вăрнар районĕнчи шкулсен 7-14 çулсенчи вĕренекенĕсем те.

— Ӳкерчĕксене хатĕрличчен ачасем шыв çинчен çĕннине нумай пĕлме ĕлкĕрчĕç. Унăн çын пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ, шывпа усă курни, вăл пулăшнипе электроэнерги туни, ток пирĕн çуртсене мĕнле килни — вĕсемшĕн пĕтĕмпех интереслĕ, — терĕ Шупашкарти хевтесĕр ачасен 1-мĕш шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ Татьяна Ильина.

Кунтах 2020 çулта «Царица воды» кĕнеке презентацине, Пĕтĕм тĕнчери интернетсăр куна халалласа йĕркеленĕскере, хутшăннă ачасен ĕçĕсене те курма пулать. Хайхи кĕнекене вуланă хыççăн вĕсем çĕнĕ ӳкерчĕксем тунă — курава илсе килнĕ.

Курав уйăх вĕçĕчченех ĕçлĕ. Чи лайăх ĕçсен авторĕсене Чăваш энергосбыт компанийĕ парнесемпе хавхалантарĕ. Пĕтĕм тĕнчери шыв ресурсĕсен кунне паллă тунă май ЧЭСК шкул ачисем валли «Шыв урокĕсем», шкулчченхи учрежденисенче «Хаваслă стартсем» ирттерме палăртать.

Аса илтерер: Пĕтĕм тĕнчери шыв кунне ПНОн Генеральнăй ассамблеи 1993 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче туса хунă. Раççей территорийĕнче Шыв кунне 1995 çултанпа паллă тăваççĕ. РусГидро çак кун тĕлне хăй ĕçлекен мĕн пур регионта — Çурçĕр Кавказран тытăнса Инçет Хĕвел тухăç таран — шыв ресурсĕсене упрассине халалланă мероприятисене çуллен йĕркелет.

www.hypar.ru

 



22 марта 2021
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter