Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Науруз» («Навруз») уява хутшăннă

Олег Николаев принял участие  в межнациональном празднике Навруз

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев нацисен хушшинчи Навруз уява хутшăннă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Халăхсен Туслăх Ҫуртĕнче  йĕркелесе ирттернĕ.  Уява тĕрлĕ халăхcен наципе культура пĕрлешĕвĕсен представителĕсем килсе ҫитнĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Олег Николаев мероприятине пухăннисене саламланă май, ҫавнашкал уявсем пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăнма, йăла-йĕрке, культурăна упраса хăварма витĕм кӳнине палăртнă. «Вӗсем регионсен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма та пулăшаҫҫӗ», -  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Ҫак уявсене пăрахăҫа кăларманни, асрах тытса ламран лама куҫарса пыни аван. Навруз уявне пĕрле пуҫтарăнса паллă туни те туслăха ҫирĕплетет», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

Раҫҫейре тĕрлĕ наци хушшинчи ҫыхăнăва тытса пырас ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрни куҫ кĕретех. 

«Историне ăша хывса пурăнсан, туслăха тытса пырсан, эпир тата та вăйлăрах пулăпăр. Малалла та пысăк утăмсем туса, ҫĕршыв пуласлăхне тата та ҫирĕплетме пултарăпăр», - тесе хушса каланă регион Пуҫлăхĕ.

 «Чӑваш Енри азербайджансен лиги» ЧРОО председателĕ Азиз Бадиров  регионта наци культурисене аталантарса пыма пысăк тĕрев панăшăн регион Пуҫлăхне Олег Николаева тав тунӑ. 

«Чăваш Енре влаҫра ĕҫлекенсене мухтатăп. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăнланса килĕштерсе ĕҫлеме пĕлеҫҫĕ. Тĕрлĕ халăха аталанса пыма, йăла-йĕркесене тытса пыма ҫителĕклĕ условисем йĕркелесе параҫҫĕ.  Эпир хамăрăн  ҫуралнă ҫĕршывăмăртан аякра пурăнатпăр пулин те, йăла-йĕрке пирки манмастпăр, ăна ҫитĕнекен ăрăва парса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшатпăр», - тенĕ вăл.

Уяв мероприятийĕнче тĕрлĕ курав йĕркеленĕ.  Кашни хăйсен ăсталăхĕ пирки  тĕплĕн каласа кăтартма тӑрӑшнӑ.  Хăнасене савăт-сапа, кĕпе-тумтир тата ытти япалапа паллаштарнă.  Уява пухăннисем тĕрлĕ апат-ҫимĕҫпе сăйланнă, тӗрлӗ культура пуянлӑхне курса савăннă.  Пултарулăх ушкăнĕсем  куракансене хăйсен юрри-ташшипе чун-чĕре ăшшине парнеленĕ.

Ҫӳлерех асăннă уява Чăваш Республикин Культура министерстви  «Чӑваш Ен халӑхӗсен ассамблейи» РОО пулăшнипе йĕркелесе ирттернĕ.  Вӑл тĕрлĕ халăха пĕр чăмăра пухăнса, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе те паллашма витĕм кӳрет, туслăха упрама, йăла-йĕркене тытса пыма май парать.

 

Фоторепортаж



22 марта 2021
08:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter