Паянтан Чӑваш Енре пысӑк тиевлĕ транспортсене ҫӳретме чарĕҫ
Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере пулакан черетлӗ канашлăва ирттернӗ.
Ĕҫе пухăннисем паян автомобиль ҫулӗсене тытса тӑрассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.
Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхĕн министрӗ Владимир Осипов ҫул-йӗрпе эксплуатаци организацийӗсем ҫурхи тапхăрпа юрăхсăра тухнă лаптăксене юсама пуҫлани ҫинчен пӗлтернӗ.
Ҫулсене тирпейлесе тăракан организацисен ĕҫченĕсем юрсене тасатаҫҫĕ, кӗперсем ҫывăхĕнчи тӳремсене тирпейлеҫҫĕ, тĕрлĕ шыв юхакан пăрăхсене ҫӳп-ҫапран, пăрсенчен уйăраҫҫĕ.
Усал ҫутҫанталӑкпа климат условийӗсен тапхӑрӗнче автоҫулсене сыхласа хӑварас тесе пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйăхĕн 20-мӗшӗччен пысӑк тиевлĕ транспортсене регион тата муниципалитетсем хушшинчи ҫулсем тăрăх вӑхӑтлӑха ҫӳретме чарма палӑртнӑ. Шупашкарта ку енĕпе пуш уйӑхӗн 25- мӗшӗнчен пуҫласа ака уйăхĕн 23-мӗшӗччен, Ҫӗнӗ Шупашкарта – ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ака уйăхĕн 30-мӗшӗчченех пăрахăҫлĕҫ йывăр тиенĕ транспортсене ҫулсем тăрăх ҫӳретме.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хуласен территорийӗнче вӑхӑтлӑха чарӑнакан пысӑк тиевлӗ автомобильсем пирки каланă. "Автомашинăсем ҫӳремелли пĕрремĕш полоса ҫинче ытларах чухне вĕсем чарăнса траҫҫĕ. Палăртатпăр, анчах та вăл ҫулсемпе обществăлла транспортсем усă кураҫҫĕ. Ҫул хӗрринче тăракан пысӑк калӑплӑ машинӑсем час-часах каҫ кӳлĕм курăнсах каймаҫҫĕ. Обществăлла транспортсене ятарлă вырăнсенчен тапранса кайма питĕ чăрмав кӳреҫҫĕ. Кун пек чухне авари пуласси те часах», - тесе пăшăрханса каланă вăл. Мĕнпур ҫĕрте ҫирĕп йĕрке пулмалла. Пĕрне-пĕри ăнланмалла, халăха та сиен кӳме никамăн та ирĕк ҫук. Кун пирки вара пачах та манма юрамасть. Пысăк таварсем тиенĕ машинăсене кулленех тĕрĕслев витĕр кăлармалла, ҫулсем арканса пĕтсен вара, пурне те чăрмав.
Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Надежда Столярова апат-ҫимӗҫ таварӗсен хакĕсем пирки каласа кăтартнă, кĕскен пĕтĕмлетӳ ĕҫĕпе паллаштарнă. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ таварӗсем хушшинче сӗт, тӑвар, ҫăкăр хакĕсем чакнине хыпарланă вăл.
Паян канашлăва пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.