Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă ҫулталăка палăртса йĕркеленĕ йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ

В Чувашии проведут фестиваль творческих работ, посвященных подвигу строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежейПуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăка ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа - Căр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ пирки Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова тарăн доклад туса панă.  Регионта паллă ҫулталăка асăнса ятарлă кинофильм  специалистсем ӳкернине хыпарланă.  Ҫĕнĕ спектакльсем хатĕрленеҫҫĕ, ăна артистсем  пĕтĕм кăмăлтан калăплаҫҫĕ.    Истори пулăмĕсене палăртса кашни хăйĕн тӳпине хывма тăрăшать. Музейсенче тĕрлĕ акцисем иртеҫҫĕ.  Тыл ĕҫченĕсем пирки сюжетсем тăтăшах пуҫтарса кăларма тăрăшаҫҫĕ ятарлă ĕҫченсем.  Кашнин паттăрла ĕҫĕ - паянхи ҫамрăксемшĕн ырă та паха тĕслĕх вырăнĕнче. Ҫĕртме уйăхĕнче Чăваш Енре тĕрлĕ регионсемпе пĕрле Атăлҫи тăрăхĕнчи паттăрсене асăнса наукăпа практика конференцийĕ пулать.  Паянхи куна илес пулсан, вăл мероприятине хутшăнма кăмăл тăвакансенчен  60 ытла заявка килсе ҫитнĕ.   Вĕсем: тĕпчевҫĕсем, наука ĕҫченĕсем, ăсчахсем, тата ытти паллă ҫынсем.   Аслă шкулсенчен те чылай килес текенсем пур. Кӳршĕллĕ регионсенчен сумлă ĕҫтешсем хапăл тусах килме килĕшнĕ пирĕн республикăна. 

Сахал мар ĕҫ пурнăҫлама плана кĕртнĕ. Кĕнеке кăларас ыйту та кун йĕркинчех. «Подвиг тружеников Чувашии: строительство Сурского и Казанского оборонительных рубежей» кĕнеке ака уйăхĕн пуҫламăшĕнче кун ҫути курчĕ. Ăна калăплама паллă историксем сахал мар паха материалсем пухса хайланă.

Чăваш Республикин культура министрĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн ҫӳлерех асăннă кĕнекен хушма кăларăмĕ тухасса ырă хыпара пĕлтернĕ.   Кĕнеке валли Чăваш Енри депутатсем хăйсен кăмăлĕпе укҫан пулăшу  парса пулăшнă.

«Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ĕҫлекенсем асăннă ҫулталăка халалласа чылай курăмлă мероприятисем ирттереҫҫĕ.  Уҫă калаҫусем, «ҫавра сĕтел» мелĕпе тĕлпулусем, киносем, тĕрлĕ сюжетсем пуҫтараҫҫĕ. Халăх патне кунсерен паха хыпарсем илсе ҫитерме пикенеҫҫĕ.  Тăван ҫĕршвăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ туни пирки ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс хыпарсем пĕлтерсе хăварассишĕн ырми-канми ĕҫлеҫҫĕ», - тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Регион Ертӳҫи кĕске формăпа киносем калăплама сĕннĕ.  «Республикăра ятарлă фестиваль ирттерсен питĕ аван пулнă пулĕччĕ», -  тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Хальлĕхе истори темипе видео ӳкерессипе ятарлă конкурс пырать.  Республикăра ырă кăмăллăх акцийĕсене ирттерни лайăх. Калăпăр, ҫак ĕҫре «Пĕрле» Чăваш Ене аталантарма витĕм кӳрекен фонд тĕслĕх вырăнĕнче.  Чăваш халăхĕн паттăрла ĕҫĕсем пирки радо-телекуравсенче, хаҫатсенче тăтăшах кăсăклă материалсем тухса пыраҫҫĕ.

Паян ларăва пухăннă йĕркелӳ комитечĕн пайташĕсем Куславкка тăрăхĕнче мемориаллă комплекс тăвас ĕҫ пирки те чарăнса тăнă, ятарлă информаци ресурсне хута ярсан та лайăх тесе ҫирĕплетсе каланă. 

Фоторепортаж



22 марта 2021
18:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter