Сĕт пахалăхĕшĕн продукцие сутакансем яваплă

 Нумай пулмасть редакцие çыру килнĕччĕ. Унта Кзыл Чишмара тата Красномайски ялĕсенче сĕт пухакан сĕте ветеринарсем тĕрĕсленĕшĕн паха шĕвеке сутакансенчен кашни уйăхра 96 тенкĕ тытса юлнине пĕлтернĕччĕ. "Сĕт пахалăхĕ пире мар, пухакансене кирлĕ. Вĕсем тỹлеччĕр", - тесе çырнăччĕ унта. Ыйтăва хуравлас тĕллевпе выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕпе Петр Ефимовпа телефонпа çыхăнтăмăр.

- Çемьене кирлинчен ытлашши сĕте паракансен Таможня союзĕ 2014 çулхи майăн 1-мĕшĕнче кăларнă "О безопасности молока и молочной продукции" техника регламенчĕпе килĕшỹллĕн кашни уйăхрах продукцие ветеринарсене тĕрĕслеттермелле. Унсăрăн вĕсен сутма юрамасть, мĕншĕн тесен сĕт пахалăхĕшĕн шăпах ăна туса илекенсем яваплă. Пасара тухас тесен те тавар санитарипе ветеринари экспертизи витĕр тухнине çирĕплетекен документ алăра пулмаллах.

Ветеринарсем паха шĕвеке тĕрĕсленĕ май продукци сутма юрăхлине ĕнентерекен хута параççĕ. Çавăн пекех вĕсем унта ытлашши япала - шыв, сахăр патоки, пальма çăвĕ тата ытти те - хушманнине, ĕне маститпа чирлипе чирлĕ маррине пăхаççĕ. Ветеринарсем сĕте кашни уйăхра тĕрĕслени саккуна пăхăнса пурнăçланă ĕç, - терĕ Петр Ильич.

Авангард

Тĕплĕнрех



23 марта 2021
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter