Вĕренме кĕме - хушма балл

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем "Машиностроени шанăçĕ" олимпиадăна пĕр хутчен çеç хутшăнмаççĕ. Призлă вырăнсене çĕнсе илни те савăнтарать. Акă кăçал 10 класри Р. Сабитов (ертỹçи информатика учителĕ Р. Сабитова) виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ.

Олимпиадăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультечĕ Раççейри машиностроени канашĕ, "Трактор завочĕсем" концерн, "Каскад" тата "Çеçпĕл" пĕрлешỹсен пулăшăвĕпе 9-11 классенче вĕренекенсем, колледжсемпе техникумсен студенчĕсем валли йĕркелет.

Призерсемпе çĕнтерỹçĕсем хаклă парнесем илнисĕр пуçне аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсен çумне 10 балл хушăнать. Университет студенчĕ хушма стипенди (2020 çулта 10 пин тенкĕ) илет. Тĕллевлĕ килĕшỹпе 4 çул бакалавриат программипе вĕренекен "Трактор завочĕсем" концерн предприятийĕн ятарлă стипендине тивĕçет. Олимпиадăна хутшăннин хавхалантарăвĕ пурах çав. Ранитăн савăнмаллах çакăншăн.

А. ИВАНОВА

Авангард

Тĕплĕнрех



23 марта 2021
14:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter