Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫейри "Пенсионерсен партийĕ" Тĕп канашĕн председателĕпе Владимир Бураковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Олег Николаев встретился с председателем Центрального совета Российской партии пенсионеров за социальную справедливость Владимиром Бураковым

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫейри пенсионерсен партийĕн  Тĕп канашĕн председателĕпе Владимир Бураковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 

Регион Пуҫлăхĕ социаллă тĕрĕслĕхшĕн хастарлӑн ĕҫлекен Раҫҫейри пенсионерсен  партийĕн членĕсене  мĕнпур ĕҫсемшĕн тав тунă, республикăра тĕрлĕ парти членĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕҫленине палăртнă.  "Кун пек ĕҫлесен кăна  пĕр-пĕрне илтме, май килнĕ таран пулăшма, халăх ырлăхĕшĕн яваплăн тата таса чунпа ĕҫлеме пулать», - тенĕ Олег Николаев.   Сăмах май, регионта ҫитес суйлав валли лайӑх условисем йĕркеленӗ, ҫавна май кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче кашни партиех Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйланӑ чухне ҫĕршыва, региона аталантармалли хӑйсен программисемпе халӑха туллин паллаштарма пултарĕ», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.    

Владимир Бураков Пенсионерсен партийĕ мӗнле йĕркеленсе кайни ҫинчен каласа кăтартнă, ҫитес суйлава хатĕрленессипе ҫыхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăнă.   

 

Фоторепортаж



23 марта 2021
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter