Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ
Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Правительство ҫурчĕн пысăк залĕнче Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин ĕҫтешĕсен анлă ларăвĕ иртнĕ. Пухăннисем иртнĕ ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене сӳтсе явнă, пуласлăхри тĕллевсене палăртнă. Паллă пулăма паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.
«Пĕчĕк ачасем вилессин кăтартăвĕпе регион ытти субъектсемпе танлаштарсан лайăххисен шутĕнче. Цифра технологийĕсен витĕмлĕхĕ пурнăҫа кĕрсе пыни куҫ кĕретех. Халăха пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерни те ыттисемшĕн тĕслĕхре. Паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсем ҫителĕклĕ, кирек-епле йывăрлăха та сирсе яма медицинăра тăрăшакансем яланах хатĕр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.
Паян ҫĕршыври пекех пирĕн тăрăхра та усал чир-чĕр алхасать. Пирӗн пурнӑҫа кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнӗ хӑрушӑ чир Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн ҫирӗп тӗрӗслӗх пулса тӑчӗ. Тухтӑрсемпе медсестрасем тата сывлӑх сыхлавӗн ытти ӗҫченӗсем пандемипе ырми-канми кӗрешрӗҫ. Пӗрисем хӗрлӗ зонӑсенче талӑкӗпех дежурствӑра тӑчӗҫ пулсан, теприсем сывлӑх сыхлав отраслӗн пӗтӗм тытӑмне ҫӗнӗлле йӗркелессипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене тивӗҫлипе чӑтса ирттерчӗҫ. Пандеми вăхăтĕнче сиплев учрежденийĕсенче вăй хуракансем хăйсене шеллемесĕр, чирпе аптракансене ура ҫине тăратассишĕн, вĕсене сыватса хăварассишĕн кунĕ-ҫĕрĕпе ĕҫлеҫҫĕ. Ҫак ĕҫе республикăри мĕнпур хастарсем хутшăнаҫҫĕ. Волонтерсем чирлисене пулăшу пама пикенеҫҫĕ, тĕрлĕ канашпа пулăшаҫҫĕ.
«2020-2024-мĕш ҫулсенче сывлăх сыхлавне аталантармалли стратегине пăхса хăварнă. Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме медицинăра ĕҫлекенсем хатĕр», - тесе каланă ведомство ертӳҫи.
Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа, пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕпе тĕплĕнрех Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов тарăн доклад туса панă. Ковид чирĕпе кĕрешме пурĕ 7 млрд тенкĕ тăкакланине хыпарланă министр. «Паянхи куна илес пулсан, регионта чирлисен шучĕ пĕр шайрах тăрать. Вăраха кайса аптракансем сахаллансах пыраҫҫĕ. Сиплев учрежденийĕсенче вырăнсем ҫителĕклĕ, сыватма ҫынсене валли медицина хатĕрĕсем пур», - тесе пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
Усал амак та вара демографи лару-тăрăвĕ ҫине витĕм кӳнĕ. Вилекенсен шучĕ 24,2 процент чухлĕ ӳснĕ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви тулашри сӑлтавсенчен вилессине чакарма пулӑшакан мероприятисен комплекслӑ планне туса хатӗрленӗ тата ӑна Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствипе килӗшӳллӗ тунӑ. Ҫапах та ҫакӑн пек вилӗм сӑлтавӗсене тӗплӗн тишкерсе ведомствӑсен хушшинче ҫыхӑнса ӗҫлессине лайӑхлатма пулӑшакан улшӑнусене васкавлӑн кӗртни пӗлтерӗшлӗ. «Ковид уйрăмах пĕлтĕр халăха нушалантарчĕ. Усал чиршĕн пурнăҫран 877 ҫын вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Паллă, халăх вăраха кайса чирлет. Ватăсем ытларах чир-чĕрпе нушаланни куҫ кĕретех, асапланаҫҫĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче министр. Шыҫă чирĕпе аптракансем те ҫук мар. Ҫапах та, онкологи чирĕпе вилнĕ тĕслĕхсен шучĕ пĕлтĕр 0,7 процента ҫити чакнă.
Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев малашне те медицина ĕҫченĕсене Правительство тĕрев парасса палăртнă. «Уйрăмах ялта пурăнакансем пысăк тимлĕхре», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Палăртма кăмăллă, ялта ĕҫлесе пурăнакансене валли ҫурт-йĕр ҫавăрма пĕчĕк процентпа ял ипотекине параҫҫĕ. Ку вара ҫав тери пысăк пулăшу ҫынсемшĕн.
«Паянхи кун тĕлне кадр ыйтăвĕ ҫав-ҫавах ҫивĕч тăрать. Апла пулсан, ҫамрăксене яла ытларах явăҫтармалла, вĕсене пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе тăратмалла. Аслă шкулсене тĕллевлĕн вĕрентме кĕртни те паха. Кун пек чухне вĕсем аслă шкултан вĕренсе тухсан, каялла тăван тавралăха пурăнма, ĕҫлеме килеҫҫĕ», - тесе каланă Олег Николаев. Паян сывлăх сыхлавĕнче педиаторсем, анестезиологсем тата хирургсем ҫителĕксĕр. Кун пирки пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă ведомство ертӳҫи. Савăнăҫлă лару-тăрура хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Палăртса хăваратпăр, паллă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн сенаторĕ Вадим Николаев, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» регионти политика партийĕн Секретарьĕн ҫумĕ Николай Владимиров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова хутшăннă.