Светлана Асамат сӑввисене вуланӑ

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин Ю.А. Гагарин ячӗллӗ вулавӑшӗнче Светлана Асаматӑн «Хӗрарӑм чӗри» кӗнекинчи куҫару сӑввисем тӑрӑх «Асамат вулавӗсем – 2021» пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулин вӗренӳ центрӗпе чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен методпӗрлешӗвӗ тата вулавӑш йӗркеленӗ.

Сӑвва илемлӗ калакансен ӑмӑртӑвӗн тӗп тӗллевӗ Канаш районӗнче ҫуралнӑ паллӑ ҫыравҫӑн, юрӑҫӑн Светлана Асаматӑн пултарулӑхӗпе туллин паллашса ӑна халӑхра анлӑрах сарасси, Европӑпа Вӑтаҫӗр Ази, Атӑлҫипе Кавказ, Балтикӑпа Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи 39 халӑхӑн пултаруллӑ 83 хӗрарӑмӑн чӑвашла куҫарнӑ сӑввисене илемлӗ каласси, тӑван чӗлхене хисеплеме, юратма вӗрентесси пулнӑ.

Пултарулӑх конкурсне хутшӑнакансене Светлана Асамат, Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ

Геронтий Никифоров тата Ҫӗнӗ Шупашкар радиовӗн тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Лаврентьева саламланӑ.

Чӑваш литературинче ХХ ӗмӗр вӗҫӗпе ХХI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче палӑрнӑ Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, Иван

Яковлев, Эмине, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗн, сӑвӑҫӑн, прозаикӑн, юрӑҫӑн Светлана Асаматӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе презентаци мелӗпе паллаштарнӑ.

Чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем сӑвӑ авторӗ хӑш халӑх ҫынни пулнине кура ҫав халӑхӑн тумне тӑхӑнса сӑвӑ каланӑ.

Тӗплӗнрех



23 марта 2021
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter