Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Состоялось очередное заседание Кабинета Министров Чувашской Республики

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков  республикăн 2020 ҫулхи бюджетне пурнăҫлани ҫинчен калакан саккун проекчĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Унпа килĕшӳллĕн  республика бюджечĕн пĕлтĕрхи тупăш пайĕ 70244,0 млн тенкĕпе танлашнă, ҫакӑ 2019 ҫулхипе танлаштарсан, 19,6 процент пысăкрах.  Ҫав шутран республикăн хăйӗн тупăшĕ 31296,8 млн ҫитнĕ, ку вара маларахри ҫултан 2,2 процент пысăкрах.

Республика хыснин тăкак пайĕ пĕлтĕр 69521,2 млн тенкӗне ҫитнĕ, ҫакӑ та 2019 ҫулхинчен 26 процент пысăкрах. 

Налук пухассипе хастар ĕҫленĕ республикăра. Ку тӗлӗшпе Атăлҫи федераци округне кĕрекен субъектсем хушшинче Чăваш Ен хисеплĕ 5-мĕш вырăна тухнă.

«Ҫĕршывра пандеми алхаснă тапхăрта кун пек кăтартусем пулни питӗ аван. Йывăрлăхсене пăхмасăр, Чăваш Енре хастар ĕҫлени куҫ кĕретех», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Ноздряков

Ларура ертӳҫĕсем ҫурхи ĕҫсемпе ҫыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă.  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Пред­седателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарнă.  Кăҫал агропромышленноҫ тытăмне аталантарма 3 242 млн тенкĕ пăхса хăварнине асăннă ведомство ертӳҫи. 

Иртнĕ  икĕ уйăхра ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе тимлекенсене патшалăх енчен пурĕ 134 млн тенкĕ куҫарса панă.  Пуш  уйăхĕнче хресчен фермер хуҫалăхĕсем валли тата 270 млн тенкĕ куҫарма палӑртнӑ.   Ҫĕр ĕҫченĕсем унпа паха вăрлăхсем, пысăк технологиллĕ техника туянма тата ытти таварсем илме пултараҫҫĕ.  

Сусăрсене ĕҫпе тивĕҫтерес ыйту та кун йĕркинчех.  Ертӳҫĕсем  2021 ҫул валли пăхса хăварнă квотăсем пирки чарăнса тăнă.  Палăртнă тăрăх, кӑҫал 261 вырăн хатĕрлеме плана кĕртнĕ, сусăрсем валли ятарлă условисем йĕркелĕҫ. 

Ыйтусен тепĕр пайӗ – спортсменсене, пысăк хисепе тивĕҫнисене, преми парса пулăшассипе ҫыхӑннине палӑртмалла.  Енчен те вӗсем ӑмӑртура ылтăн медаль ҫĕнсе илеҫҫĕ пулсан, ҫĕнтерӳҫӗсем валли 3 млн таран укҫа куҫарĕҫ, кĕмĕл медаль илсен – 1 млн 200 пин тенкĕ, пăхăр медале тивӗҫсен вара 900 пин тенкĕ парса хавхалантарĕҫ.  Тренерсене те укҫан преми парса чыслĕҫ, вĕсен виҫи урăхларах пулĕ.  Асăннă ĕҫ хутне Чăваш Республикин Спорт министерстви туса хатӗрленĕ, ӑна тума вара Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн хушăвӗ хистенӗ. Спортсменсене хавхалантарасси ҫинчен О.Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Ҫырура палăртса хӑварнӑччӗ.



25 марта 2021
10:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter