Пĕлтĕрхи çуркунне республикăра техника уя пуçласа пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче тухнă — ял хуçалăх культурисене апатлантарма пуçланă

Пĕлтĕрхи çуркунне республикăра техника уя пуçласа пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче тухнă — ял хуçалăх культурисене апатлантарма пуçланă. Çуракине пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче пуçланă. Ку юлашки вунă çулта чи ир пуçланнă çураки пулнă. Кăçал вара ӳкерчĕк пачах тепĕр майлă. Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн пĕрремĕш вице-премьер Михаил Ноздряков ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каларĕ.

Аграри ведомствин ертӳçин шучĕпе, кăçал уйри ĕçсене ака уйăхне кĕмесĕр пуçлаймăпăр. Юр часах ирĕлсе пĕтеймĕ. Çурхи культурăсене 290 пин гектар çинче акса-лартса хăвармалла. Пĕтĕмпе вара анасем кăçал 550 пин гектартан та иртĕç — пĕлтĕрхинчен нумайрах. Кĕркунне акса хăварнă лаптăксем пысăккине — 100 пин гектарпа танлашнине — шута илсен халь хресчене çăмăлрах пулĕ. Анасен çуррине тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем йышăнĕç. Çĕр улми нумай тееймĕн — 3,6%.

Сергей Артамонов усă курман çĕр лаптăкĕсем çав-çавах нумаййине пусăм тусах палăртрĕ — тата 28 пин гектар. Кăçал 7 пин гектара çаврăнăша кĕртме палăртнă. 2016-2020 çулсенче пĕтĕмпе вара мăян-пиçен хупланă 96,8 пин гектара тепĕр хут сухалама пуçланă. Çапах, шел, усă курман лаптăксем татах та татах тупăнаççĕ: Улатăр, Куславкка, Муркаш, Çĕрпӳ районĕсенче, ытти тăрăхра — тата 9,5 пин гектара хытхура ярса илнине тупса палăртнă.

Çак ĕçе министр пысăка хурса хаклать: тупса палăртни çав çĕрсене хăвăртрах çаврăнăша кĕртме май парать. Анчах республикăра çум курăк кăна мар, йывăç-тĕм хупланă лаптăксем те пайтах — ял хуçалăх тĕллевĕллĕ 50 пин гектар вăрмана çаврăннă. Çав лаптăксене пусă çаврăнăшне тавăрас тесен хăватлă техника, çав шутра йывăç-тĕме «туракан» мульчерсем, кирлĕ. Сергей Геннадьевич çавнашкал техникăна туянассине, ку енĕпе ĕçленине çирĕплетрĕ.

www.hypar.ru

 



25 марта 2021
07:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter