Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Культура ĕҫченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплĕ культура ĕҫченĕсем тата ветерансем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

 Эсир туса пыракан ĕҫĕн - тăван халăхăн хăйне евĕрлĕ культурине, истори еткерлĕхне, тăван чĕлхепе литературăна аталантарса ламран лама парса пынин, кăмăл-сипет пуянлăхне упранин - хакĕ питĕ пысăк.

Сирĕн ăсталăх Чăваш Енре Раҫҫей, тĕнче шайĕнчи фестивальсемпе конкурссене ирттерме, юрă-кĕвĕ тата театр проекчĕсене пурнăҫлама май парать. Пултарулăхăра профессионалсем тата искусствăна юратакансем пысăк хак параҫҫĕ, ҫакă ҫĕршывăн культура тĕнчинче пирĕн регион ят-сумне тата ӳстерет.

Кулленхи тăрăшуллă  ĕҫшĕн тата профессие чунпа парăннăшăн чĕререн тав тăватăп. Пултарулăхра ăнăҫу, хавхалану, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                               Олег Николаев



25 марта 2021
07:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter