Туслă хутшăну çирĕплентĕр

Мартăн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче пирĕн районăн тата Крым Республикинчи Черноморски районĕн администрацийĕсем хушшинче телемост йĕркелесе тĕрлĕ ыйтусем тавра калаçрĕç.

Аса илтеретпĕр, пирĕн район администрацийĕпе Крым Республикинчи Черноморски районĕн ертÿçисем 2019 çулта пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунăччĕ. Çавна май пирĕн делегаци те Крыма кайса килнĕччĕ, тинĕс хĕрринчи республикăн представителĕсем те пирĕн патра ĕçлĕ визитпа пулнăччĕ. Халĕ вара туслă хутшăнăва малалла тăсса тĕрлĕ ыйту тавра калаçу пуçарчĕç.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район администрацийĕн тĕрлĕ пайĕсен пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен ертÿçисем, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Черноморски район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Михайловский, Черноморски район канашĕн председателĕ Алексей Шипицын, район администрацийĕн представителĕсемпе тĕрлĕ организацисен ертÿçисем телемост урлă пирĕнпе çыхăнăва тухрĕç.

Мероприяти вăхăтĕнче вырăнти хăйтытăмлăхпа, культурăпа, социаллă сферăпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç, ачасен канăвне йĕркелесси тавра калаçрĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА

Тĕплĕнрех



25 марта 2021
15:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter