Тимлĕх — пандеми тавра
Министрсен Кабинечĕн пĕрремĕш вице-премьер Михаил Ноздряков ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче республикăн 2020 çулхи бюджетне пурнăçланине çирĕплетекен саккун проектне пăха тухрĕç. Бюджет пирки ЧР Пуçлăхĕ тин çеç Патшалăх Канашĕн сессийĕнче отчет тунă май та каласа панăччĕ те — вулакансене унăн параметрĕсене тепĕр хут аса илтерни кирлех те мар пуль. Обязательнăй медстрахованин территори фончĕн бюджетне пурнăçланин хăш-пĕр кăтартăвĕпе вара паллаштарни вырăнлă. Вĕсене сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтерчĕ.
Паллах, иртнĕ çулхи тăкак цифрисем нумай енĕпе пандемипе кĕрешнипе çыхăннă. Коронавирусран сиплекен медпулăшăва 62,2 пин çынна кӳнĕ. Пĕтĕмпе вара çулталăк тăршшĕпе стационарсенче 153 пин çынна сипленĕ. 5,3 пин çынна пысăк технологиллĕ медпулăшупа тивĕçтернĕ. Медицинăн пирвайхи сыпăкĕнче ĕçлекенсен йышне пысăклатма пултарнă — 44 çын хушăннă. Çакă — отрасле кадрсемпе тивĕçтерес енĕпе йышăнакан анлă мерăсен кăтартăвĕ.
Хваттер тума-туянма пая кĕрсе улталаннă граждансен прависене хӳтĕлекен саккуна улшăнусем кĕртмелли проектпа вице-премьер — строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Павел Данилов паллаштарчĕ. Улшăнусем федерацин тивĕçлĕ саккунне тӳрлетнипе сăлтавланни çинчен каланă май хыпар та пĕлтерчĕ: Чăваш Енри «Три АСС» строительство компанийĕн граждансене 91 миллион тенкĕ тӳлемелле пулать-мĕн.