Пушкăртстанри чăваш хастарĕсем «Хыпарта» хăнара пулчĕç

«Пирĕн патра тутарсем те, пушкăртсем те, вырăссем те чăвашла калаçаççĕ», — пĕлтерчĕç паян «Хыпар» Издательство çуртне аякран килсе çитнĕ йăхташăмăрсем.

Пушкăртстанри чăваш хастарĕсем Иван Тарасов, Вячеслав Ерохин тата Иван Ефимов тăван халăхшăн сахал мар ĕç тăваççĕ. Вĕсем тăрăшнипех 2018 çулта Никифор Мранькка çыравçăн Куславкка хулинчи вил тăпри çине çĕнĕ палăк лартнă.

Хăнасем регионта чăваш чĕлхине аталантарас ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕç. Ку тĕлĕшрен Ĕпхӳри П.М. Миронов ячĕллĕ Вырсарни шкулĕн тӳпи пысăк пулнине асăнмалла. Иван Тарасов профессор каланă тăрăх, пĕлӳ çуртĕнче 10 вĕрентекен тăрăшать. Вĕсем тĕрлĕ предметпа ĕçлеççĕ: тăван чĕлхе тата литература, тавра пĕлӳ, тĕрĕ ăсталăхĕ, çыхасси, хореографи, юрă, «Çамрăк полиглот», тăмран тем те пĕр ăсталасси, ӳкересси. Сăмах май, тĕрлеме-çыхма вĕренмешкĕн ытти халăх ачи те йышлăн çӳрет иккен.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ Татьяна Вашуркина хăнасем тăван чĕлхене аталантарассипе пысăк та курăмлă ĕçсем тунине палăртрĕ. «Сирĕнтен тĕслĕх те илмелле пирĕн», — терĕ. «Эпир вара сирĕнтен вĕренĕпĕр», - пĕрлĕхре вăй пулнине çирĕплетсе каларĕ Иван Григорьевич.

Тепĕр пысăк ĕçе пурнăçласси те питĕ шухăшлаттарать хастарсене - Чăваш халăхĕн маттур ывăлĕн Гурий Комиссаровăн ятне çӳллĕ шайрах тытса пырасчĕ, унăн ĕç-хĕлне тивĕçлипе хакласа хисеплесчĕ…

Гурий Иванович Пушкăртстанри чăвашсемшĕн ют мар. 1917 çулхи ака уйăхĕнче вăл пуçарнипе Ĕпхӳре чăваш наци обществине йĕркеленĕ. Вăл Хусан университетĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ иксĕлми. «Мана никам та юлхав çын тесе калаймĕ», — тенĕ вăл хăйĕн вăхăтĕнче.

Гурий Комиссаров пурнăçĕн юлашки çулĕсене мăшăрĕн тăрăхĕнче — Киров облаçĕнче — ирттернĕ. Унăн вил тăприйĕ те çавăнтах. Пушкăртстанри чăваш хастарĕсен шухăшĕпе вара, тăван халăхшăн çавăн чухлĕ ĕç тунă çыннăн вил тăприйĕ те тăван енрех пулмалла. Çавăнпа ăна мăшăрĕпе пĕрле Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялне куçарттарасшăн тăрăшаççĕ.

www.hypar.ru

 



25 марта 2021
07:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter