Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Мускавра пулнă, «ДОМ.РФ» АО генеральнăй директорĕпе Виталий Муткопа тĕлпулу ирттернĕ
Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Мускавра пулнă. Унта вăл «ДОМ.РФ» АО генеральнăй директорĕпе Виталий Муткопа тĕлпулу ирттернĕ.
Икĕ ен уҫă калаҫу вăхăтĕнче регионта ҫăмăллăх ипотекипе уйрăм граждансене валли хатĕрленĕ программăна пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтăва сӳтсе явнă. 2024 ҫулсене ҫитиччен бюджет ăна валли ҫур миллиарда ҫити пуласси паллă. Кунсăр пуҫне регионта ҫурт-йĕр хăпартассипе тимлекен строительство организацийĕсем валли хушма условисем пуласси те куҫ кĕретех.
ДОМ.РФ генеральнăй директорĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин патшалăх корпорацийĕпе килĕшсе ĕҫлени регионта ҫурт-йĕр хута ярас ĕҫе вăй илтерме пулăшасса каланă. Республикăра пурăнакансене хваттерсене кирлĕ пек йӳнĕрех хаксемпе туянма та май парасса шанса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.
Виталий Мутко Чăваш Ен проектлă финанс ĕҫне хастар кӳлĕннине асăннă. Мĕнпур строительство организацийĕсенчен 76 проценчĕ эскро шучĕпе ĕҫленине палăртнă вăл. ДОМ.РФ витĕмлĕхне шута илсе, федераци пайĕнче шутланакан 110 га ҫĕр лаптăкне региона куҫарса пама йышăну тунă, вĕсенчен 44,6 га ҫĕр лаптăкне нумай ачаллă ҫемьесене тивĕҫтернĕ. Инфратытăма аталантарма палăртнă вырăнсенче пĕтĕмпех условисене ҫуртсем хăпартма хатĕрлесе ҫитернĕ тесен те йăнăш мар, газ, электричество тунă. Апла пулан, нумай ачаллă ҫемьесене валли объектсем хута яма та меллĕ.
Уҫă калҫу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ДОМ.РФ Фонда Шупашкара аталантарма палăртнă плана хатĕрлес ĕҫе хутшăнма чĕнсе каланă. «Кунсăр пуҫне Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрне реконструкцилеме те витĕм кӳрсен вырăнлă пулнă пулĕччĕ», - тесе хушса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Ҫак проектсене валли вăтамран 70 млн тенкĕ кирлĕ пулĕ, хушса укҫан тӳлесси те планра пур.
«Паян пĕрлехи ĕҫсен хăш-пĕр тĕллевлĕ ҫул-йĕрĕсене тарăн тишкертĕмĕр. Регионта ҫурт-йĕр тăвас ĕҫе хăвăртлатмалла. Условисем хăтлă, объектсене хута яма килĕшекенсем те ҫук мар. Проектсем пур. Палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсен, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ те лайăхланса пырасси никама та иккĕлентермĕ», - тесе палăртнă Олег Николаев.