Чӑваш журналистне «ТикТокра» пӗлеҫҫӗ

Канаш районӗнчи хаҫатра ӗҫлекен Артемий Мясников журналиста «ТикТокра» аван пӗлеҫҫӗ. Халӗ унӑн — 89,5 пин подписчик. Цифра кунсерен ӳсет тесе пӗлтерет «Чувашинформ.рф» сайт. Артемий ку эрнере лартнӑ видеоролика ҫынсем 6,1 миллион хутчен пӑхнӑ.

Артем сюжетлӑ роликсем вырнаҫтарма кӑмӑллать. Чылай чухне юлташӗсемпе пӗрле ӳкерет. Унӑн видеороликӗсене хамӑр тӑрӑхри ҫынсем ҫеҫ мар, Казахстанри, Беларуҫри, Украинӑри тусӗсем те пӑхаҫҫӗ. Комментари ҫыракансем хушшинче Индонезири, Африкӑри, араб тата Ази ҫӗршывӗсенчи ҫынсем пур.

Хӑйӗн страниципе пӗрлех Артем «TikTok» хаҫат редакцийӗн аккаунтне те тытса пырать.



https://www.chuvash.org/news/28190.html
26 марта 2021
13:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter