Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти ӑшӑпа тивӗҫтермелли комплекссене модернизацилесcи пирки ыйтăва кашни эрнере пулакан канашлура сӳтсе явнă

Грядущую модернизацию теплосетевого комплекса Чебоксар и Новочебоксарска обсудили на еженедельном совещании Чăваш Ен Правительстви «Мегаполис» КБ ТМЯО тачă ҫыхăнса ĕҫлеме палăртать.  Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кун пирки  ыйтăва тарăн сӳтсе явнă. Банкран лизенцине тавăрни уйрăмах ыйтăва ҫивĕчлетнĕ.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн  пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков ыйтăва уҫăмлатса панă, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа укҫа хывакансемпе страховани тăвассипе ĕҫлекен Агенство пĕлтернĕ тăрăх, бванк-агентсем темиҫе те пулма пултарĕҫ.  Вĕсем урлă шăпах та, укҫа хывакансене страховани пайне саплаштарма тĕллев лартаҫҫĕ.   Ҫак ĕҫе ака уйăхĕн 9-мĕшĕччен юлса тытăнма юрамасть.  Парăм паянхи куна уйрăм предпринимательсем умĕнче кăна мар, вак тата вăтам предпринимательлĕх, тĕрлĕ религисен организацийĕсем, ырă кăмăллăх фончĕсем тата ыттисем те инкеке тӳсеҫҫĕ.

«Чăваш Ен Правительстви ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ.  Мĕнпур асăннă тытăмсемпе кулленех ĕҫлĕ ҫыхăну тытса тăрать», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Уйрăмах укҫа хывакансем патне пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă республика Ертӳҫи.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен тепри – Шупашкарти тата Ҫĕнĕ Шупашкарти  хутса ăшăтмалли тытăмсене модернизацилесси. Ку ĕҫе те ҫийĕнчех туса ирттермелле тенĕ ертӳҫĕсем. Паянхи куна илес пулсан, асăннă муниципалитетсенче 20 ҫул ытла усă курăнакан хутса ăшăтмалли системăсем чылай, кăтарту ҫапла: Шупашкарта мĕнпур объектсенчен – 58 проценчĕ юрăхсăра тухса пырать, Ҫĕнĕ Шупашкарта – 78 процент.  Юрăхсăра тухнă объектсен тухăҫлăхĕ пĕчĕк пулни куҫ кĕретех.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Павел Данилов иртнĕ ҫул раштав уйăхĕнче «альтернативлă котельнăй» методикипе ăшăпа тивĕҫтермелле тума йышăннине асăннă.  Ĕҫ хутне саккунпа ҫирĕплетнĕ,  кун пек тума Раҫҫей Федерацийĕн Минэнерго сĕнӳ панă пулнă.    

Ҫурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра, кĕркуннехи-хĕллехи черетлĕ тапхăра хатĕрленессипе çыхăннă юсав кампанийĕн планĕсемпе паллашнă.

2020 ҫулта чӳк уйăхĕнче «Т Плюс» Шупашкар хула администрацине сĕнӳпе тухнă, хутса ăшăтмалли тытăмпа вĕсем 25 ҫул хушши ĕҫлеме хатĕр пулни пирки хыпарланă.

Палăртнă организаци хутса ăшăтмалли тытăма тĕпрен 100 процента ҫити реконструкцилеме палăртать.  Кунсăр пуҫне 7 ҫĕнĕ объект хута ярасси те планра пур. Пĕр сăмахпа каласан, тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ тытăм йĕркелеме шут тытнă вĕсем.

Килĕшӳ хутне вĕсем кăҫал ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурнăҫа кĕртесшĕн. 2021-2045-мĕш ҫулсене валли асăннă организаци Шупашкара 10 млрд тенкĕлĕх инвестици хывма плана кĕртнĕ.  Кунсăр пуҫне тĕпрен юсав ĕҫĕсене кулленех ирттерме 5,8 млрд тенкĕ пăхса хăварасшăн.   

Ҫĕнĕ Шупашкарпа палăртнă организаци килĕшӳ хутне 2021 ҫулта ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурнăҫа кĕртесси пирки ыйтупа тухасшăн. Ку муниципалитета вĕсем 3 млрд тенкĕлĕх инвестици хывма палăртаҫҫĕ.

Тĕп тĕллев - икĕ хулинче те нимĕнле кăлтăксемсĕрех ăшăпа тивĕҫтересси.  «Ҫĕнĕлĕхсем авари пулассине чакарма тивĕҫ.  Пулкалать, пирĕн час-часах инкексем сиксе тухкаланисем.   Халăха та сахал мар чăрмав кăларса тăратаҫҫĕ. Кăлтăксем ан пулччĕр тесен, юсав ĕҫĕсене вăхăтра тата тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе ирттермелле», - тесе хушса каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  Тепĕр тесен ҫакна та палăртмалла, укҫа-тенкĕ ыйтăвĕ халăх патне пырса ан ҫапăнтăр.  

Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан учрежденисене ачасене вĕренме илесси пирки ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Лукшин каласа кăтартнă. 2021/22 ҫулсенче регионта пурĕ 413 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учреждени ĕҫлĕ, вĕсенчен 392-шне ачасене пĕрремĕш класа илме заявленисем пухаҫҫĕ. Палăртнă тăрăх, 2021 ҫулта 16,7 пин ача пĕрремĕш класа килме пултарĕ, вăл шутран Шупашкара – 7,8 пин ача.   Заявленисене ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен йышăнма пуҫлаҫҫĕ.  Ку ĕҫ вара ҫĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕчченех тăсăлĕ.

Фоторепортаж



29 марта 2021
16:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter