Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Терроризма хирӗҫ кӗрешекен комисси ларӑвне ирттернӗ

Антитеррористическая комиссия рассмотрела эффективность мер по нераспространению идей терроризмаПуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Терроризма хирӗҫ кӗрешекен комисси ларӑвне ирттернӗ. Терроризма хирӗҫ тӑрас енӗпе патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне ӳстерессипе ҫыхннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

Ларура вӗренӳ заведенийӗсенче профилактикӑна лайӑхлатас енӗпе кирлӗ мерӑсем, ҫавӑн пекех  ятарлă сӗнӳсене пӑхса тухнӑ. Вӗренӳ организацийӗсенче ют ҫĕршывсенчен килнĕ студентсемпе профилактика ĕҫĕсене ирттернин кăтартăвĕсене тишкернĕ,  учрежденисенчи кибердружинăсен  ӗҫӗ-хӗлне пăхса тухнă.

Ҫамрӑксен анлӑ сарӑлнӑ социаллӑ сетьсенчи (TikTok, Вконтактра, Twitter, Instagram тата ыт.те) ӗҫ-хӗле лайӑхлатасси ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ.

Шаблонлӑ майсене кӑларса пӑрахмаллине, террора хирӗҫле контентсене тĕллевлĕн пахалăх шайне ӳстермеллине, унӑн тавҫӑрулӑхне тата тӗллевлӗ аудиторин ҫулӗсемпе психологи уйрӑмлӑхӗсене шута илсе ӗнентерӳлӗхне палӑртмалли пирки калаҫнă. Ҫакна тума ҫамрӑксен хушшинче  анлă сарăлнă блогерсене, журналистсене, ытти лидерсене явӑҫтарма сӗнӳ тăратнă.

Фоторепортаж



03 марта 2021
14:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter