Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Наци гвардийӗн Атӑлҫи округӗнчи ҫарсен командующийӗпе Александр Порядинпа тӗл пулнă

Глава Чувашии провел рабочую встречу с командующим Приволжским округом войск национальной гвардииПуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Наци гвардийӗн Атӑлҫи округӗнчи ҫарсен командующийӗпе Александр Порядинпа тӗл пулнă.

Уҫă калаҫăва Раҫҫей Федерацийӗн Наци гвардийӗн Чӑваш Республикинчи Управленийӗн пуҫлăхĕ Николай Дмитриев та хутшӑннӑ.

Олег Николаев республика Правительстви регион территорийӗнче обществӑпа политика тата оперативлӑ лару-тӑру ыйтӑвӗсемпе право хуралĕнче тăрăшакансемпе пӗрле тачă ҫыхăнса  тимлĕ ĕҫленине каланă. "Ыйтусене тарăн тишкеретпĕр, кун пек ĕҫе йĕркелесе пыни -  ăнсăртран сиксе тухакан самантсенче тухӑҫлӑ ӗҫлеме, кирлӗ йышӑнусем тума май парать", - тесе ӑнлантарнă вӑл.

Генерал-полковник Александр Порядин хăйĕн сăмахĕнче  коронавирус  амакĕ алхаснă тапхăрта,  ҫӑмӑлах мар лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах, Раҫҫей Федерацийĕн Наци гвардийĕн Чăваш Енри Управленийӗн  ĕҫченĕсем 2020 ҫулта хӑйсем умне лартнӑ тĕллевсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлани ҫинчен, хӑйсене регион тулашӗнчи спецоперацисенче чи лайӑх енчен кăтартса панине палăртнă. Ятарлӑ подразделени йышӗ 11 культурӑпа массӑллӑ мероприяти ирттернӗ чухне право йӗркипе общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫе хутшӑннă. Ытти вӑй тытӑмӗсемпе пӗрле  йĕрке пăсма пултаракан 90 ытла ҫынна тытса чарнă, 430-шне административлӑ правӑна пӑснӑшӑн  явап тыттарма витĕм кӳнĕ.  

Ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Наци гвардийӗн Атӑлҫи округӗнчи ҫарсен командующийӗ ҫитес вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикинчи Управленийӗн ҫӗнӗ пуҫлăхне  суйласа лартассине хыпара пĕлтернĕ.

Калаҫу  вӑхӑтӗнче пӗрлехи ӗҫсен тӗп ҫул-йӗрĕсене палӑртнӑ, тĕллевсем пирки сӳтсе явнă.

Фоторепортаж



03 марта 2021
12:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter