Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене «Контактра» тата «Инстаграм» халӑх ушкӑнӗсенчи страницӑсенче хуравлӗ.

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене «Контактра» тата «Инстаграм» халӑх ушкӑнӗсенчи страницӑсенче хуравлӗ.

Ыйтусене республика ертӳҫи халех пухма пуҫланӑ. Вӗсене вӑл пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнӗ. Ыйтусене ӑсатнӑ чухне виҫӗ саманта асра тытмалла: хӑвӑрпа паллаштармалла, ыйтӑва уҫӑмлӑн ҫырмалла, хӑвӑрпа ҫыхӑнмалли телефон номерне кӑтартмалла.

«Ята кӑтартмасӑр ҫырнӑ ыйтусемсӗр пуҫне пурне те хуравлама тӑрӑшӑп. Тӳрӗ эфирта уҫӑмлатса ӗлкӗрейменнисене ӗҫтешӗмсем каярах тӗплӗн хуравлӗҫ», – тенӗ республика Пуҫлăхĕ.

 



https://www.chuvash.org/news/27973.html
03 марта 2021
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter