Сиренӑран шикленмелле мар

Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, халӑха асӑрхаттармалли тытӑм епле ӗҫленине черетлӗ хутчен тӗрӗслӗҫ. Яваплӑ службӑсем ун пеккине тӑтӑшах ирттеренине хӑнӑхӑмӑр ӗнтӗ.

Урамсенче вырнаҫтарнӑ сиренсемпе громкоговорительсем граждан хӳтӗлевӗн тренировки пуҫланни ҫинчен систерӗҫ. «Внимание всем!» (чӑв. Пурин те тимлӗ пулмалла) асӑрхаттару икӗ хутчен: 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре янӑрӗ.

Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сасса илтсен пӑлханма кирлӗ мар. Вӑл —тӗрӗслев кӑна.

 



https://www.chuvash.org/news/27965.html
03 марта 2021
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter