Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри "Деревья - памятники живой природы" программӑн сертификаци комиссийӗн председателӗпе Сергей Пальчиковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чувашии вручили диплом за второе место в конкурсе «Российское дерево года–2020»  Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Пӗтӗм Раҫҫейри "Деревья - памятники живой природы" программӑн сертификаци комиссийӗн председателӗ Сергей Пальчиковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

«Раҫҫей йывăҫĕ – 2020» конкурсра хисеплĕ 2-мĕш вырăна Чăваш Республики ҫĕнсе илнĕ ятпа  Сергей Пальчиков республика Пуҫлăхне Олег Николаева диплом парса чысланă. Палăртса хăваратпăр, ăмăртăва Муркаш районĕнчи  мĕн ĕмĕрхи ватă та аслă юмана тăратнă пулнă.   Уншăн сасăлас  текенсем пĕлтĕр ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕчченех хăйсен сассисене пама пултарнă. Пĕтĕмлетӳ хыҫҫăн, ҫакă паллă – чăваш юманĕшĕн 25720 ҫын сасăланă.  «Эпир чăваш чăваш юманĕпе чăннипех те мăнаҫланатпăр, ăна пĕтĕм Раҫҫейĕпе ĕнтĕ халĕ пĕлеҫҫĕ. Пурсăмăра та вăл хавхалантарать», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.

«Илемлĕ патвар йывăҫ хăй патне туристсене те явăҫтарать. Унпа тĕплĕнрех курса килленес текенсен шучĕ те пысăк. Ҫут ҫанталăк пире пархатарлă йывăҫ парнеленĕшĕн эпир яланах мухтанатпăр», - тесе хушса хунă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Пĕр пухăннă пек чухне, ертӳҫĕсем хула таврашĕнче ӳсекен йывăҫ-тĕмсем пирки те чарăнса тăнă.  Сергей Пальчиков йывăҫсем паха ӳссе ҫитĕнччĕр тесен, вĕсем патне хăйне евĕр тимлĕх уйăрмаллине, ăсталăх тени те малти вырăна тухмаллине каланă. «Ҫавăнпа та пысăк пĕлӳ илнĕ специалистсемпе, экспертсемпе пĕрле «Сывă вăрман» йывăҫсене упрассипе тимлекенсемпе мастер-класс йĕркелесе ирттерсен аван пулнă пулĕччĕ», -  тенĕ сумлă хăна.

«Эпир хула администрацийĕсенче тăрăшакансене пурне те хамăр енчен сĕнӳсемпе, ĕҫ опычĕпе витĕм кӳме тăрăшатпăр.  Хула сăн-сăпатне илемлетесси – пирĕн кулленхи ĕҫсенчен пĕри.  Технологисене кулленех пăхăнмалла. Ытти ют ҫĕршывсен паха ĕҫ опытне те тĕпе хумалла.  Чи малтанах йывăҫа лартиччен, ăна тĕпчемелле, сиен кӳнипе кӳменнине те шута илмелле, пысăк йывăҫсемпе уйрăмах асăрхануллă пулмалла, вĕсем ватăлсан, сахал мар сиен кӳме, ăнсăртран ҫынсем ҫине ӳкме пултараҫҫĕ», - тенĕ хăйĕн шухăшне йывăҫсемпе тимлекен эксперт.  

Паян  ҫӳлерех палăртнă ыйтупа вĕрентӳ семинарне кăҫал ҫу уйăхĕнче регионта йĕркелесе ирттерме плана кĕртессине каланă.

Пӗлме: Ҫӗр ҫинче темиҫе ӗмӗр пурӑнакан йывӑҫсем пур. Ҫавнашкаллисенчен пӗри - Муркаш районӗнчи Ильинкӑри юман. Вӑл, экспертиза ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 369 ҫулта. Унӑн ҫӳллӗшӗ - 24 метр.

Раҫҫейре нумай ҫул пурӑнакан йывӑҫ чылай. Вӗсем культура, истори, ҫут ҫанталӑк, ӑс-хакӑл хаклӑхне кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем - Раҫҫейӗн иртнӗ ӑрусене тата истори пулӑмӗсене асра тытакан наци пуянлӑхӗ. Эпир вӗсемпе мӑнаҫланатпӑр, вӗсем ҫинчен пӗтӗм тӗнчен пӗлмелле.

Фоторепортаж



30 марта 2021
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter