Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕрлĕ партисен депутачĕсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Олег Николаев встретился с представителями партий, представленных в Госсовете Чувашии Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионти тĕрлĕ партисен членĕсемпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хутшăннă.  Пухăннă ертӳҫĕсем ҫитес суйлава хатĕрленсе ирттермелли мероприятисем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ. Палăртса хăваратпăр, кăҫал авăн уйăхĕнче халăхăн Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемшĕн сасăламалла пулать.

Суйлав умĕнхи мероприятисене мĕнпур партисен пайташĕсене яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса йĕркелесе ирттерме каланă регион Пуҫлăхĕ.  «Республика аталанăвĕшĕн пурин те пĕр-пĕринпе килĕшсе, ăнланса ĕҫлемелле яланах», - тесе хушса хунă вăл.  Суйлав умĕн ҫак ыйтусем ҫине ытларах тимлĕх уйăрсан аван: халăх сĕнĕвĕсене шута илмелле, вĕсем мĕн ыйтнине итлеме тата илтме пĕлмелле.  Кирек-епле партире тăрсан та, ҫынсемпе тачă ҫыхăнса йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парассишĕн тăрăшмалла. Палăртнă тĕллевсем патне ҫитес тесессĕн, пурин те пĕрле ĕҫлемелле. Ун пек тусан вара, ҫитĕнӳ патне ăнтăласси никама та иккĕлентермĕ. Ҫак шухăша палăртса хăварнă регион Ертӳҫи.  Тĕлпулу вăхăтĕнче депутатсем хăйсен ĕҫĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă, пĕлтĕрхи ҫул епле кăтартусемпе палăрнипе асăннă, кăҫалхи пĕрремĕш кварталти пĕтĕмлетӳсене пăхса тухнă, тĕллевсене сӳтсе явнă.  

Фоторепортаж



30 марта 2021
15:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter