Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Промышленноҫпа энергетика министерствин анлă ларăвне хутшăннă

Олег Николаев принял участие в расширенном заседании коллегии Минпромэнерго

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Промышленноҫпа энергетика министерствин анлă ларăвне хутшăннă.  Палăртнă мероприятине  «ЧЭАЗ» АО  ресурссен центрĕнче йĕркелесе ирттернĕ.

Вунă ҫул иртнĕ хыҫҫăн, Чăваш Енре асăннă министерство ĕҫне ҫĕнĕрен пуҫарса янă.  Ҫак министерство пирки Указа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫланă вăхăтра, Олег Николаев пĕлтĕр нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче, алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă.  

«Республикăн Промышленноç тата энергетика министерствине туса хурса тĕрĕс турăмăр тесе шухăшлатăп. Кун пек йышăну питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин территорийĕнче промышленноҫ пайне вăй илсе аталанса пыма витĕм кӳрет.  Палăртмалла, республика аталанăвĕнче шăпах та, асăннă министерствăн тӳпи пысăк.  Кунсăр пуҫне республикăра ĕҫлесе пурăнакансенчен 25 проценчĕ ытла промышленноҫ тытăмĕнче тăрăшать», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Умри тĕп тĕллевсем пирки сăмах пуҫарнă май, ҫĕнĕлле ĕҫлесе пысăк технологисене пурнăҫа кĕртсе пырас ыйту кун йĕркинче ҫивĕч тăнине асăннă вăл.

Предприятисен ĕҫне, промышленноҫ тытăмĕнчи  кăтартусене пысăка хурса хакланă регион Ертӳҫи. «Промышленноҫ предприятийĕсен ертӳҫисен пуҫарулăхне пула, кулленех пурнăҫа ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисем вăй илсе пыраҫҫĕ.  Тепĕр тесен, республика кăтартăвĕсем пысăк пулни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Анлă канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене пуҫличчен сумлă ертӳҫĕсем: Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Аслă экономика Канашĕн председателĕ Анатолий АксаковЧăваш Республикин предпринимательсен правине хӳтĕлекен уполномоченнăйĕ Алексаедр Рыбаков, «ЧЭАЗ» акционер обществин генеральнăй директорĕ Роман Никулин, промышленноçпа энергетика предприятийĕсен представителĕсем тата ыттисем те саламланă, пысăк кăтартусем пирки каланă, еҫтешсене мухтаса тав тунă.   

Промышленноҫпа энергетика тытăмĕнчи ĕҫ-хĕлпе тĕплĕнрех ҫӳлерех асăннă ведомствăн ертрӳҫи Евгений Герасимов паллаштарнă.     Чи малтанах вăл ҫĕршывра алхасакан усал чир – кăшăл вирус пирки каланă, предприятисемпе организацисене самай пысăк чăрмав кӳнине палăртнă. «Промышленноҫ производствин пайĕнче кăтартусем чакни сисĕнет», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Атăлҫи федераци округĕнче ытти регионсемпе танлаштарсан промышленноҫ производствин индексĕн кăтартăвне илес  пулсан, 2020 ҫулта 6-мĕш вырăна тухнă.

«Промышленноҫ комплексĕнче паянхи куна пурĕ 73,7 пин ҫын тăрăшать, вăтамран вĕсен ĕҫ укҫи уйăхра – 32,8 пин тенкĕ.  Паллă, 2019 ҫулхинчен пысăк пулни сисĕнет - 3,1 процента ҫити хăпарнă шалу укҫин виҫи.   Ытти сферăсенче те ӳсĕм пур. Кун пирки ҫирĕплетсех каланă сăмаха Чăваш Ен промышленноҫпа энергетика министрĕ.

Фоторепортаж



30 марта 2021
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter