Чăваш ташши – соцсетьсенче

Контактра, Инстаграм, Фейсбук, Одноклассники социаллă сетьсенче чăваш ташшин пĕрремĕш урокне вырнаçтарнă.

Ролике курас тесен асăннă соцсетьсенче «Чăвашская Республика» ушкăна кĕмелле. Уроксене ирттерекенĕ — профессионал тренер. Пĕрремĕш видеоурока икĕ сехетре темиçе пин куракан пăхнă. Ака уйăхĕн 29-мĕшĕччен /Пĕтĕм тĕнчери ташă кунĕ/ кашни эрнере пĕрер видео вырнаçтарĕç. Уроксенче ăсталăх илнисем хăйсен ташшине видео ӳкерсе соцсетьсене #республиканаволге тата #танцы21 хештегсемпе вырнаçтарма пултарĕç. Çапла майпа пĕтĕм тĕнчене чăваш ташшипе паллаштарăпăр.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
30 марта 2021
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter