Патăръел районĕн делегаци республикăри таврапĕлỹçĕсен пухăвне хутшăнчĕ

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче республикăри таврапĕлỹçĕсен пухăвĕ иртрĕ.

 Унта Патăръел районĕнчен Дмитирий Коннов ертсе пыракан делегаци те хутшăнчĕ.

 Çак мероприятине таврапĕлỹçĕсен союзĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул тата республикăри таврапĕлỹçисен организацийĕ ĕçлеме тытăннăранпа 30 çул çитнине халалланă. Хальхинче пухăва Пушкăрт, Пенза, Тутар республикисенчен Чĕмпĕр облаçĕнчи краеведсем те хутшăнчĕç.

 Пухăва республикăри таврапĕлỹçисен председателĕ Сергей Сорокинпа унăн çумĕ Галина Соловьева ертсе пычĕç. Чи малтан Сергей Сорокин пухăннисене юбилейсен ячĕпе саламларĕ, унтан республикăра çак енĕпе туса ирттернĕ тата малашне тумалли ĕçсемпе паллаштарчĕ, хатĕр проектсен электронлă варианчĕсене кăтартрĕ. Вĕсен хушшинче çак енĕпе пирĕн районра та чылай ĕçсемпе туса пынине палăртрĕ, ку паллах, питĕ кăмăллă пулчĕ, иртнĕ çулта Турханта А. Кокель ячĕллĕ музей çĕнĕ çуртне туса пĕтернĕ тата "Çăкăр" музейĕ çĕнĕ çурта куçнă. Хальхи вăхăтра "Тикеш хулашĕн" музейĕ пирки хĕрỹ ĕç пырать, проектчĕ хатĕр. "Çак ĕçсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хастар пулни, пире краеведсене, ĕçлеме хавхалантарать. Пĕччен ĕçлемелли ĕçсем мар, эпир- вĕрентекенсем, музей ĕçченĕсем, библиотекарь тата культура ĕçченĕсем, вырăнти çыравçăсем- пурте пĕрле пухăнса сỹтсе яватпăр, канашлатпăр. Çакăн пек ĕçлени малалла аталанма пулăшать те. . .",- терĕ районти таврапĕлỹçĕсен председателĕ Дмитрий Коннов хăйĕн доклатĕнче.

Тĕрлĕ енлĕ ăсталăх кăтартса палăрнă çынсене хисеплĕ ятсем парса чысларĕç. Пирĕн районтан "Хисеплĕ таврапĕлỹçĕ" ята Çĕньялти Г. Айхи ячĕллĕ музей йĕркелесе тытса пыракан тата чăвашлăха, культурăна ялта аталантарассипе тăрăшса ĕçлекен, Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Мария Мадюкова тивĕçрĕ. "Чăваш халăхĕн ăс-хакĕлĕн ăсти" ята Турханти А. Кокель ячĕллĕ музей ертỹçине Валентин Сергеева пачĕç.

 

Тĕплĕнрех



31 марта 2021
14:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter