Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Чăваш Республикин ҫулталăк экспортерĕ» конкурс ҫĕнтерӳҫисене саламланă
Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Экспортер года Чувашской Республики» («Чăваш Республикин ҫулталăк экспортерĕ») республикăра ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисене саламлассипе йĕркеленĕ мероприятине хутшăннă, мала тухнисене наградăсем парса чысланă.
Чи малтанах конкурс ҫĕнтерӳҫисене ырласа тав сăмахĕсем каланă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе ĕҫлеме вăй-хал суннă. Кашни ертӳҫĕ хăйĕн ĕҫĕнче ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ меслетсене тĕпе хума пикеннине, паха проектсене пурнăҫа кĕртме тăрăшнине палăртнă вăл.
«Таварсене экспорта куҫарни ыттисемпе пĕр шай конкурссенче тупăшма май парать. Шалти тата тулашри рыноксенче те ĕҫлеме тĕрлĕ ҫул-йĕрсем уҫса пырать», - тесе палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Патшалăх енчен куҫакан пулăшу пайне кулленех ҫĕнетсе пыма хатĕр. Пурин валли те хăтлă условисем пулмалла. Предпринимательлĕх тытăмне аталантарса вăй илтерме тухăҫлă условисем йĕркелесе тăратмалла. Пысăк технологиллĕ производствăсем хута кайсан, халăх валли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ. Таварсен пахалăх шайĕ лайăх пулсан, рынокра та вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк пуласси никама та иккĕлентермĕ. Кулленех пысăкран та пысăк тĕллевсем лартмалла. Вĕсем патне ăнтăлассишĕн вара ҫине тăрсах ĕҫлеме тивет. Кун пек тусан, Чăваш Республикин кăтартăвĕсем ытти субъектсем хушшинче тата та пысăк пулĕҫ, тĕслĕхре пулса тăрăпăр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
«Ҫулталăк экспортерĕ» номинацире малти вырăна «Элтех-Инжиниринг» ТМЯО тухнă. Вĕсем промышленноҫ пайĕнче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă. Агропромышленноҫ пайĕнче вара «КМК» ТМЯО мала тухнă, «Прорыв года» ята тивĕҫнĕ. Пулăшу сферинче чи лайăх ĕҫлекен экспортерсем вара «ЦОУ – Сириус» ТМЯО, пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлекенсем хушшинче «Нир Энерго» ТМЯО малтисем, «Ҫулталăкăн потенциаллă экспортерĕ» номинацире ҫĕнтерӳҫĕ ята «ПКФ «Турбоком-Инвест» ТМЯО тивĕҫнĕ. Ҫулталăк кăтартăвĕсем пысăк пулнипе ултă номинацире 16 компани малти вырăна тухса, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Пĕтĕмпе конкурса 111 заявка панă, вĕсем пурте хăйсене тивĕҫлĕ шайра кăтартнă.
2020 ҫулта Чăваш Республикин таварсен тулашри суту-илӳ ҫаврăнăшĕ 539 млн доллар США танлашнă, вĕсенчен 46 проценчĕ экспорта куҫнă. Ҫĕршывра усал чир алхасрĕ пулин те, таварсене сутас ĕҫ чарăнса ларман, ытти ҫĕршывсене те сахал мар ăсатнă. Ял хуçалӑх продукцийӗн экспорчӗ ӳссе пыни савӑнтарать: малтанхи çулпа танлаштарсан пӗрре виççемӗш пай чухлӗ. Халӗ ку кӑтарту АПШ 36 миллион долларӗпе танлашать. Унӑн географийӗ – тӗнчери нумай çӗршыв. Ку тĕлĕшпе вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ малта пырать, вĕсен таварĕсене ыттисем хапăл тусах йышăнни куҫ кĕретех.