Партисемпе алла-аллăн

«Пĕрлехи ĕçе йĕркелесси» — çапларах палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун Правительство çуртĕнче иртнĕ тĕлпулу тĕллевне. Вăл партисен регионти уйрăмĕсен, вĕсен Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕсен ертӳçисемпе черетлĕ хут курнăçрĕ. Патшалăх Думин тата Патшалăх Канашĕн суйлавĕсем çывхарнă май калаçу, паллах, авăн уйăхĕнче иртмелли сасăлав тавра та пулчĕ.

Олег Николаев иккĕленмест: партисен тĕллевĕ пурин те пĕрешкел. Çак шута çынсен пурнăçне лайăхлатасси, лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсем ытларах йĕркелесси, çĕнĕ шкулсемпе больницăсем тăвасси тата ытти кĕреççĕ. Уйрăмлăхĕ, ун шучĕпе, çак тĕллевсене мĕнле пурнăçласcинче кăна. Шел, мĕн пур тĕллеве харăсах пурнăçлама май çук — ресурссем çитмеççĕ. Тепĕр тесен, вĕсем яланах çителĕксĕр — пурпĕр майсем тупма тăрăшмалла.

Шкулсенех илер. Раççей Правительстви çĕршывра 500 шкул тумашкăн грант мелĕпе укçа уйăрать — вун-вун миллиард тенкĕ. Çав грантсене илмешкĕн мĕн пур регион хутшăнĕ — конкуренци çивĕч. Чăваш Ен, малтан 5 шкул тума палăртнăскер, халь 7 шкул тума пуçламашкăн ĕçе пуçăнать. Çакă, пусăм тусах палăртрĕ Олег Алексеевич, Шупашкарта ачасем икшер сменăпа вĕренннипе çыхăннă çивĕчлĕхе икĕ çултан туллин тенĕ пек сирме май памалла.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей», «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей», либерал-демократсен тата коммунистсен партийĕсем — тĕлпулура кашнин представителĕсем сăмах илчĕç. Лару-тăрăва тĕрлĕрен хаклаççĕ. Влаç ĕçне ырланипе пĕрлех тиркекен те çук мар. Олег Николаев кашнинех тимлĕ итлерĕ, сĕнӳсене шута илессине çирĕплетрĕ. Çийĕнчен вĕсен хăйсен площадкисенче партисен членĕсемпе ятарласа курнăçма та шантарчĕ. Пирвайхи йыхрав Алена Аршиновăран пулчĕ — вăл «Пĕрлĕхлĕ Раççей» членĕсемпе курнăçма чĕнчĕ. Тĕл пулу кунне палăртмалли кăна юлать.

www.hypar.ru

 



31 марта 2021
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter