Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Хулан хутлăхне хăтлăлатас» федераци проектне Чăваш Енре пурнăҫа кĕртессипе ĕҫлекен ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

В Чувашии готовятся к проведению рейтингового голосования по отбору общественных территорий и дизайн-проектов благоустройства Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Хулан хутлăхне хăтлăлатас» федераци проектне Чăваш Енре пурнăҫа кĕртессипе ĕҫлекен ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.

Проектпа килĕшӳллĕн, 2021 ҫулта тавралăха тирпейлесе хăтлăлатма, ҫуртсем таврашне илемлетме, обществăлла вырăнсене юсаса ҫĕнетме 338,7 млн тенкĕ тăкаклама плана кĕртнĕ.  Паянхи куна илес пулсан, Чăваш ЕНĕн тĕп хулинче проекта пурнăҫа кĕртме тытăннă та.  Шупашкарти «Салют» Культура керменĕ ҫумĕнчи кану вырăнне тата ытти хăш-пĕр скверсен сăн-сăпатне улăштарма пуҫланă.  Республикăри ытти муниципалитетсенче ҫак ĕҫе ака уйăхĕн вĕҫĕнче пуҫлама плана кĕртсе хăварнă.  Тĕп хулари Юманлăхра та курăмлă ĕҫсем пуҫланнă, специалистсем тăрăшни сисĕнет.

 Ҫуртсем таврашне тирпей-илем кĕртме кăҫалхи ҫул республика бюджетĕнче 1 млрд тенкĕ уйăрнă.  Хальхи вăхăтра объектсенче ĕҫе пуҫлама конкурссем ирттереҫҫĕ.  Ҫĕнтерӳҫĕсемпе контрактсене ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен районсемпе хуласенче йышăнса хăварма, ҫирĕплетме тăрăшмалла, подрядчиксен вара тӳрех ĕҫе кӳлĕнмелле.

Кунсăр пуҫне паянхи ларура 2022 ҫулсенче обществăлла вырăнсене тирпейлесе илемлетесси пирки те сăмахланă  Территорисене халăхăн суйлама ирĕк пур.  Ку ĕҫ-пуҫ пирки ятарлă платформа обратной связи  тытăм хута янă.  Куна вара, кашни районсемпе хуласенче тавралăха тирпей-илем кĕртме палăртнă планпа паллашма ирĕк парать.

«Сасăлав ака уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуҫласа ҫу уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать.   Пĕтĕмлетӳсем хыҫҫăн муниципалитет пӗрлӗхӗсен хӑтлӑ хутлӑхне аталантарма ҫирĕп йĕркепе перечень пулать», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Павел Данилов. Сăмах май, онлайн-сасăлава Чăваш ЕНри 25 муниципалитет хутшăнасса пĕлтернĕ вăл.   Кун пек ĕҫе йĕркелесе ирттерме  «МФЦ» АУ директорĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Михаил Анисимов пулăшма хатĕррине хыпарланă.

«Республикăри нумай функциллĕ центрсенче ҫителĕклĕ таран техника. Компьютер таврашĕ пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать.  Центрсенче вăй хуракансем пулăшу пама хатĕр, сĕнӳсемпе те витĕм кӳме тăрăшĕҫ», - тенĕ центр директорĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.  Ҫакăн евĕр мероприятисене йĕркелесе ирттерме яланхи пекех ырă ĕҫ тăвакансем те хутшăнасси паллă.  Волонтерсем ҫирĕп йĕркепе паллаштарĕҫ, условисем пирки каласа ăнлантарĕҫ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫак ĕҫе район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисене халăха активлăрах явăҫтарма хушнă.  Мĕншĕн тесен, ҫынсен сĕнĕвĕсем тепре чухне палăртса хунă йышăнуран темиҫе хут та лайăхрах пулма пултараҫҫĕ.

«Халăх енчен те ыйтнине эпир пурнăҫласан, вĕсем пире усал каламĕҫ. Чи пахи – халăх мĕнпур ĕҫе кӳлĕнни, пур ҫĕрте те йĕрке пултăр тесе ĕҫлени.  Проект ĕҫне кашнин тӳпе хывма пикенмелле», - тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Фоторепортаж



31 марта 2021
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter