Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ

Глава Чувашии Олег Николаев провел заседание региональной антинаркотической комиссии   Пуш  уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионта наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  Ку хутĕнче видео-канашлу мелĕпе йĕркеленĕ  ĕҫе район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем хутшăннă.

Наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне чакарас, преступленисен шутне пӗчӗклетес тӗллевпе 2020 ҫулта пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки  ыйтусене пухăннисем ҫивĕч сӳтсе явнă, пăтăрмахсене сирсе ярассипе йышăннă мероприятисем ҫинчен канашланă, палăртнă программăри хăш-пĕр пайсем пирки калаҫнă.  Сиенлĕ наркăмăш витĕмлĕхĕ паянхи пурнăҫ таппинче самай сисĕннине каланă паянхи ларăва пухăннисем.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртнă мероприятисене йĕркелесе ирттерни пысăк инкексене сирсе яма пулăшнине каланă. Ку енӗпе республикӑра ятарлӑ программӑсем ҫирӗплетнӗ. Вӗсемпе килӗшӳллӗн ҫамрӑксен хушшинче наркотиксемпе усӑ куракансене тупса палӑртма медицина тӗрӗслевӗсем йӗркеленӗ, психотроплӑ япаласен сиенӗ пирки калаҫусем, профилактика мероприятийӗсем ирттернӗ. «Кăтарту та ку енĕпе япăх мар», - палăртнă министр сăмаха ҫавăрса.  2019 ҫултан пуҫласа наркăмăшпа аптракансен йышĕ 4,8 процента ҫити сахалланине асăннă ведомство ертӳҫи.  «Ҫула ҫитмен ачасене – 37-шне, йĕрке пăснă тесе шута илнĕ.  Ку енĕпе лару-тăру ырă енне куҫса пырать,  тата та маларахри ҫултан йĕрке пăсакансен шучĕ 4,7 процента ҫити чакнă», - тенĕ вăл.  Ларăва пухăннисем 2020 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тарăн пăхса тухнă, ҫитменлĕхсем пирки те канашланă, «Социс» обществăлла организаци хатĕрленĕ пĕтĕмлетĕве тишкернĕ.    Усал ĕҫпе аптраса хăйсен пурнăҫне кĕскетсе пыракансен шучĕ куҫ кĕретех сахалланнă. Халăх ăнланать, чире кайсан, сывалма хĕн.   Уйрăмах, ачасем усал ĕҫ патне туртăнманни пурсăмăра та савăнтарать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕрлĕ профилактика ĕҫĕсене кулленех йĕркелесе ирттермеллине чĕнсе каланă, право хуралĕнче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме, пĕрне-пĕри паха сĕнӳсемпе пулăшма пĕлмеллине каланă.

«Кашни муниципалитетра ҫамрăксемпе канашламалли ятарлă вырăнсем пулмалла.  Ҫитĕнекен ăру тепре чухне хăй мĕн тунине те ăнкарса илеймест, усал ĕҫе туса та хурать.  Ҫавăнпа та вĕсемпе кулленех ҫыхăну тытма пĕлмелле. Тимлĕхе ҫухатмалла мар, йывăр чухне ырă сĕнӳ паса пулăшмалла», - тесе каланă регион Ертӳҫи сăмаха ҫавăрса.  

Тепĕр тесен, хăш-пĕр ĕҫсене пурнăҫлама пысăк укҫа та кирлĕ мар, ырă сăмах темĕнрен те хаклă.  Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн мĕнпур мероприятисене вăхăтра тата туллин пурнăҫламалла, программăсене планпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пымалла.

Фоторепортаж



31 марта 2021
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter