Канаш районĕнче пурăнакан Ĕç тата Тыл ветеранĕ Борисова Евгения Ивновна 90-çулхи уявне паллă тăвать

Канаш районĕнчи Маяк ялĕнче пурăнакан Ĕç тата Тыл ветеранĕ Борисова Евгения Ивновна паян 90-çулхи сумлă уявне паллă тăвать.

  Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Мардарьева Елена Николаевна Евгения Ивановнăна çуралнă кунпа ăшшăн саламларĕ: «Сире вăрăм кун-çул   сунатпăр, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх пултăр сирĕн,  çумра юратакан ачасем, ăшă та çепĕç тăвансем пулччăр».   Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн Саламлă çырăвне вуласа пачĕ  тата сумлă парнепе чысларĕ. Хисеплĕ ветеран ячĕпе илемлĕ те  çепĕç юрăсем янăрарĕç.

  Борисова Евгения Ивановна 1931-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕш  числинче Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1956 – мĕш çулта Маяк ялĕнчи Борисов Маркел Николаевичпа  çемье çавăрнă, 4 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.  Шел те, мăшăрĕ  пурнăçран уйрăлни 38 çул çитет. Маркел Николаевич  1932 çулхи  август уйăхĕнче çуралнă. Шкулта  4 класс çеç вĕреннĕ пулин те, подчерк хитре пулнă унăн, мĕн те пулин документ çырмалла пулсан ял çыннисем ăна çыртарнă. Тăван хуçалăхра кукуруза силосĕ туса илес енĕпе пысăк ÿсĕмсем тунăшăн,  Маркел Николаевич 1959-мĕш  çулта  СССР ВДНХ Свидетельствине илме тивĕçлĕ пулнă.

   Евгения Ивановна маттур та пултаруллă, ĕçчен ачасем ÿстернĕ, вĕсем Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче пурăнаççĕ. 8 мăнукпа, 11 кĕçĕн мăнукпа телейлĕ Евгения Ивановна. Пĕр мăнукĕ  Испани çĕршывĕнче пурăнать. Паянхи кун хисеплĕ ветеран Алексей ывăлĕн çемьипе пурăнать

  Евгения Ивановна пурнăçа пĕрмаях ĕçре ирттернĕ. 18 çул тултарсан Киря вăрманне йывăç касма çÿренĕ. «Ирхине ĕç вырăнне çитме 8 километр утмаллаччĕ, ĕç пĕтсен каçхине каялла тепĕр 8 километр каялла утнă. Баракра пурăннă, 2 çын выртмалăх нарсемччĕ ун чухне.  Барак умĕнче хурансем вырнаçтарнăччĕ. Илсе кайнă апат-çимĕç пĕтиччен хамăрах пĕçерсе çиеттĕмĕр, вĕсем пĕтсен вара  каялла таврăнаттăмăр», - каласа парать ветеран. Çапла темиçе çул вăрман каснă çĕре хутшăннă вăл.  Виçĕ хутчен  Ял Совет депутачĕ, 2 хутччен район депутатне суйланнă вăл. Калас пулать, 24 çултах,  пĕрремĕш хут ял Совет депутачĕ пулма шаннă ăна ял çыннисем. Тăван хуçалăхра яланах тăрăщса ĕçленĕ, çавăнпа унăн сăнÿкерчĕкĕ нумай çул хушши  районта  Хисеп хăми çинче пулма тивĕçлĕ пулнă.

  Паянхи кун хисеплĕ ветеран Алексей ывăлĕн çемьипе пурăнать.

Нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн Евгения Борисовна «Ĕç ветеранĕ», «Тыл ветеранĕ», ята, нумай хутччен юбилейлă медальсене  тивĕçнĕ.

  Сумлă юбилей ячĕпе юратнă кукамăшне, асламăшне, хаклă çыннине паян пур ачи, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, тăванĕсем, чи çывăх çыннисем, кÿршĕсем саламлаççĕ.

 Пурнăç çулĕпе тата нумай çул такăнмасăр утма вăй-хал, сывлăх сунатпăр сире, Евгения Ивановна!

 

Фоторепортаж

Шальтямское сельское поселение Канашского района

 



04 марта 2021
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter