Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕн общество йышăну пӳлĕмĕнче граждансене йышăннă

Олег Николаев провел прием гражданЮнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕн общество йышăну пӳлĕмĕнче граждансене йышăнчĕ.

Регион ертӳçипе курнăçас тенĕскерсене тĕрлĕ ыйту пăшăрхантарать. Хĕрлĕ Чутай районĕн фермерĕ Евгений Соловьев, сăмахран, фермерсене патшалăх енчен пулăшмалли мерăсемпе интересленет. Тепĕр ыйту та ялпах çыхăннă: ĕне тытакансене субсидипе кăçал та пĕлтĕрхи пекех пулăшĕç-и? Олег Николаев тулли хурав пачĕ: фермерсене паракан грант пулăшăвĕ, ытти пулăшу вăй илсех пырĕç. Ĕне усракансене вара кăçал та укçа тӳлесе хахалантарĕç — çакăн валли бюджетра укçа пăхса хăварнă.

Республика Пуçлăхĕ пĕтĕмпе ултă çынна йышăнчĕ. Пĕри авари пулма пултаракан çуртри хваттертен куçарма ыйтрĕ, тепри ялти шыв башнине юсамалли пирки евитлерĕ, виççĕмĕшĕ ялта çул çукипе кăмăлсăр… Олег Николаев кашнинех тимлĕ итлерĕ. Паллах, пур ыйтăва та самантрах татса параймăн — тишкермелле, укçа-тенкĕ çăл куçĕсене палăртмалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ граждансем çĕкленĕ ыйтусене татса памалли майсем çинчен каларĕ, кашни тĕслĕхре ĕç-пуçа тĕпчеме, тивĕçлĕ министерствăсем, район-хула администрацийĕсем мерăсем йышăнасса шантарчĕ.

www.hypar.ru

Фоторепортаж



04 марта 2021
07:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter