Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев АПК ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен тата апат-ҫимĕҫ рынокĕнчи лару-тăрăва тишкерсе ҫийĕнчех йӳнеҫтерекен Правительство комиссийĕпе Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕн ĕҫне хутшăннă

Олег Николаев заявил о готовности пересмотреть существующие меры поддержки АПКПуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  АПК ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен тата апат-ҫимĕҫ рынокĕнчи лару-тăрăва тишкерсе ҫийĕнчех йӳнеҫтерекен Правительство комиссийĕпе Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕн ĕҫне хутшăннă.

Республика Пуҫлӑхӗ 2020 ҫулта Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви  лайӑх кӑтартусемпе вĕҫленине палӑртнă. «Ҫĕршывра усал амак чирĕ кăшăл вирус алхасать пулин те, ҫĕр ĕҫченĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртнĕ», -  тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Агропромышленноҫ комплексӗнче иртнӗ ҫулшӑн пурӗ 79,5 миллиард тенкӗ чухлӗ тавар тирпейлесе кӑларнӑ. Отрасльти инвестицисен калӑпӑшӗ ӳснĕ. Патшалăх енчен те сахал мар тĕрев куҫать. Кулленех пысăк производствăсем хута кайни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать. Ял территорийӗсенче ҫӗнӗ ял хуҫалăх предприятийĕсем хута каяҫҫĕ.

Экспорт тӗллевлӗ продукцисем туса кӑларасси тата вӗсене чикӗ леш енчи рынока ӑсатасси – кашни кунхи ӗçӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри тесе палăртаҫҫĕ ял хуҫалăхра вăй хуракансем. Продукцисем тулаш рынокра кирлӗ пулни вӗсем ыттисенчен конкурентлӑрах пулнине кӑтартать. Ял хуçалӑх продукцийӗн экспорчӗ ӳссе пыни куҫкĕретех. Малтанхи ҫулпа танлаштарсан  пӗрре виççемӗш пай чухлӗ. Халӗ ку кӑтарту АПШ 37 миллион долларӗпе танлашать. Унӑн географийӗ – тӗнчери 37 çӗршыв. Республика агропромышленноç комплексӗ, çӗршыври тата ФАОри вӑтам кӑтартусенчен малта пырса, производство калӑпӑшне çулсерен ӳстерет. 2020 çулта ял хуçӑлӑхӗнчи производство калӑпӑшӗн ӳсӗмӗ 105 процентпа танлашнӑ.

Ял хуҫалăхĕнче тăрăшакансем умĕнче тата та пысăкрах тӗллевсем пур. Кашни гектар тухӑçлӑхне ӳстересси, унран пысӑк тухӑç тата тупӑш илессине тивӗçтересси пулса тӑрать. Тӗллевсене пурнӑçламалли çул-йӗрсенчен пӗри – тарӑннӑн тирпейлессин калӑпӑшне ӳстересси. Иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, сӗтӗн пӗрре виççӗмӗш пайне, ашӑн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне чӗр тавар евӗр сутнă. Ҫав хушӑрах республикӑра паха опыт йӗрке­ленет, продукцие туса илнинчен пуçласа ӑна тарӑннӑн тирпейлесе кӑларакан производство сыпӑкӗсем йӗркеллӗн ӗҫлекен тӗслӗхсем те пур. Кӑҫалтан тытӑнса ҫӗнӗ пулӑшу мелне ӗҫе кӗртнĕ. Ӑна пурнӑҫлама  сахал мар укҫа пӑхса хӑварнă. Ҫав хушӑрах ҫакна палӑртмалла: республикӑри агропромышленноҫ производствин пӗтӗм сферине патшалӑх пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Тата тепӗр тӗллев – çӗр улми ӳстерекен регион ятне тавӑрасси. Управсем, тирпейлекен цехсем туни ҫак культурӑна аталантарма ҫӗнӗ майсем уҫать. Республикӑна ҫӗр улми ӳстерекен регионӑн ҫухатнӑ позицийӗсене тавӑрма пулӑшакан условисем йӗркеленнӗ. Ҫак ҫул-йӗре пурнӑçламалли курӑмлӑ «çул карттине» туса хатӗрлеме тата ӑна республикӑн 2025 ҫулчченхи комплекслӑ аталанӑвӗн планне кӗртме палăртнă.

"Эпир сирӗн сӗнӳсене тӗпе хурса тата пулӑшу формисене ҫӗнӗрен пӑхса тухма, эффект паракан ҫул-йӗр валли укҫа-тенкӗ уйӑрма хатӗр", - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ. «Фермер шкулĕсем» проект регионта лайăх пурнăҫа кĕрсе пырать.  Чăваш Ен  Пуҫлăхĕ ҫӗр ҫинчи кашни гектарӑн тухӑҫлӑхне ӳстермелли ҫинчен  тепĕр хут аса илтерсе хăварнă.  Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун таппинче  Шупашкар районӗнче ҫĕрсемпе тĕллевлĕн ĕҫлеҫҫĕ, ҫĕрсен тухăҫлăхĕ те пысăк.  

Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2021 ҫулта АПК тытăмне патшалăх енчен 2,4 млрд тенкĕлĕх тĕрев куҫĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче республикăра тухăҫлă ĕҫлесе пыракан предприятисем пуррине хыпарланă.  Вĕсенчен нумайăшĕ ял хуҫалăх пайне инвестици хывма килĕшет тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  Вăтамран регионта вĕсене валли 50 пин га ҫĕр лаптăкĕ хальлĕхе  тупаймастпăр тенĕ вăл.  Ҫав вăхăтрах пур ҫавăн пек организацисем хăйсем те усă курмаҫҫĕ, ыттисене те усă курма памаҫҫĕ тенĕ  ведомство ертӳҫи сăмаха пĕтĕмлетсе.   

Фоторепортаж



04 марта 2021
17:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter