Ал-ĕç ăстисен ĕçĕпе паллашрĕç

Москакасси культура Çуртĕнче ăл-ĕç ăстисен выставки ĕçлеме пуçлани нумаях пулмасть-ха. Çак выставка уçăлнине пĕлсен, Москакасси вăтам шкулĕнче кĕçĕн классра вĕренекенсем класс ертÿçипе пĕрле мартăн 3-мĕшĕнче культура Çуртне çитрĕç. Вĕсене культура Çурчĕн ертÿçипе вулавăш ертÿçи ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕç.

Малтанах ачасене Г.Голубева выставка ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Светлана Николаева биссертан ăсталанă чечек çыххисем ачасене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Вазăсене вырнаçтарнă чечек çыххисене пыра-пыра пăхрĕç ачасем.

Анна Брагинан ĕçĕсемпе те питĕ  кăсăкланчĕç ачасем. Мĕнле кăна тĕрĕ пăхса киленмерĕç пулĕ вĕсем. Кунта сурпанĕ те, чăваш тĕрри те, ытти халăх тĕррисем те куçа илĕртсе тăчĕç ачасене. Вăрăм шăрçăсенчен ăçталанă картина уйрăмах интереслентерчĕ ачасене.

Кăçăлхи çул Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалласа тунă курав кĕтесĕ патĕнче вулавăш ертÿçи Любовь Ванюшкина тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ачасене вăл çак хаяр вăрçă вăхăтĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан асаннесемпе аннесем, хĕрупраçсемпе ача-пăча Сăр хĕрринче хаяр тăшмансенчен хÿтĕленме нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр çĕрне-кунне пĕлмесĕр окопсем чавни çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ.

  Ачасем тата Наукăпа технологи çулталăкĕ ячĕпе «Профессор почемушкин» мультфильма пăхрĕç. Ку мультфильмра вĕсене асра тытмалли, пĕлмелли самаях пулчĕ. Вĕсем çак мультфильма интересленсех пăхрĕç.

Юлашкинчен ачасене çавăн пек усăллă курав йĕркелесе панишĕн, класс ертÿçи, Е.В.Поркина культура ĕçченĕсене питĕ пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Ачасем те хаваслансах харăссăн «Тавтапуç!» тесе кăшкăрчĕç.

Çакăн пек тĕл пулусем татах пуласси пирки пĕлтерсе, ăшшăн ăсатса ячĕç ачасене культура ĕçченĕсем.

Тĕплĕнрех

04 марта 2021
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter