Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Ҫӗр улми - 2021" регионсем хушшинчи XIII курава уҫма хутшӑннӑ

В Чувашии открылась XIII межрегиональная отраслевая выставка «Картофель-2021»Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Ҫӗр улми-2021" регионсем хушшинчи XIII курава уҫма хутшӑннӑ.

«Ҫӗр улми пурнӑҫӗн пӗтӗм циклне халалланӑ курав кашни ҫул Чӑваш Енре пулнишӗн эпир мухтанатпӑр», - уява пухăннисене саламланă май палӑртнă Олег Николаев.  «Ҫак мероприяти Раҫҫей ҫӗр улмине тӗнчери рынокра конкурентлӑ тата кирлӗ мерӑсем йышӑнма тухӑҫлӑ майсем уҫать», - тесе хушса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Регион Ертӳҫи хӑнисемпе пӗрле курава пӑхса тухнă.

Тӗп экспозицие хутшӑнакансем хушшинче ҫӗр улми, вӑрлӑх, удобрени, ӳсен-тӑрансене хӳтӗлемелли хатӗрсем, техника производствисемпе технологисем тата оборудованисем туса кӑларакансем пулнӑ.

Уҫӑ площадкӑра ял хуҫалӑх техникин экспозицийӗ тата АПК валли оборудовани экспозицийӗ вырнаҫнӑ.

"Контур" ТВК территорийӗнче вӑрлӑх ҫӗр улми суту-илӳ йӗркеленӗ. Туянакансене "иккӗмӗш ҫӑкӑра" 32 сорта суйласа илме тӑратнӑ.

Культура программи шайӗнче ҫӗр улмирен хатĕрленĕ тĕрлĕ апат-ҫимĕҫе тутанса пăхма май килнĕ. Ют ҫӗршыври ҫӗрулми сорчӗсене курса хаклама та меллĕ пулнă.

Курав йӗркелӳҫисем Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви,  ФГБНУ "А.Г. Лорх ячĕллĕ Федерацин  ҫĕр улми тӗпчев центрӗ тата Чӑваш Республикин "Агро-Инноваци" предприятийӗ шутланать.

Курав Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерствипе Ҫӗрулми союзӗн пулӑшнипе иртет. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерстви 2021 ҫулта ирттерекен куравпа ярмарка мероприятийӗсен переченьне кӗртнӗ.

Чăваш Енре "иккĕмĕш çăкăр" туса илессине еплерех ĕҫлени çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçaлăx министрĕ Cергей Артамонов кĕскен каласа панă. Мероприятине хутшăннисем пĕр шухăшлă пулса çĕр улми производствин пуласлăxĕ пирки иккĕленменнине пĕлтернĕ.

 

Фоторепортаж



05 марта 2021
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter