Чӑваш Енре ҫӗнӗ производствӑсем хута кайма пултарӗҫ

В Чувашии могут появиться новые производства   Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Росагролизинг" АО генеральнӑй директорӗпе Павел Косовпа малалла ҫыхӑнса ӗҫлемелли малашлӑх пирки  канашланă.

"Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, сирӗн компанипе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен тунӑ килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн эпир лайӑх трендсене палăртма пултаратпӑр», - тенĕ Олег Николаев. «Ҫакӑ пĕтĕмпех ҫӗнӗ проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрет. Регионта малашлӑхлӑ идейӑсем вара ҫителӗклӗ", - тесе хушса каланă вăл.

Регион планӗнче - Росагролизинг пулӑшнипе машинӑпа технологи компанийӗ (МТК) тӑвасси.

Пӗрлехи проектсенчен пӗри - Чӑваш Ен территорийӗнче тулӑ продукчӗсем туса кӑларассине йӗркелесси, хими промышленноҫӗнче усӑ курасси, пластик тумалли  производство хута ярсси.

Чăваш Ене инвесторсене илĕртес, халăха çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерес ыйтăва  яланах тимлĕхре тытаҫҫĕ. Пирĕн тăрăхра хăйсен ĕçне йĕркелекен «ДРЕЯ» пĕрлешӳ пайташĕсемпе тĕл пулнă май, Олег Николаев вĕсене республикăри лару-тăрупа паллаштарнӑ.

Чӑваш Енре инвестици проектне пурнӑҫламалли майсене "ДРЕЯ" санитари керамики туса кӑларас енӗпе ӗҫлекен компанисен представителӗсем пӑхса тухаҫҫӗ, ӑна Мускавра чехсен специалисчӗсем йӗркеленӗ.

"Эпир ваннӑ пӳлӗм валли модель завочӗ тӑвас тетпӗр", - палӑртнă "Дрея" ТМЯО  учредителӗ Блажек Зденек. Компани хӑйӗн конструктор базине тытса тӑни ҫинчен, кашни ҫулах умывальниксен ҫӗнӗ модель ретне хута яни ҫинчен каласа панă.

Компанийӗн уйрӑм ҫул-йӗрӗ  - ваннӑй пӳлӗм валли  ятарлă хатĕрсем туса кӑларасси, вӑл Чехире «Drevojas» (Древояс) фабрикӑра тирпейленет.

Олег Николаев республикӑшӑн усӑллӑ идейӑсене ырланă.  Бизнес тытса пымалли хатӗр инфратытӑм площадкисем ҫинчен каласа кăтартнă сумлă хăнана. "Регион территорийӗнче бизнеса аталантарма хӑтлӑ пултӑр тесе эпир нумай ĕҫлетпĕр", - палӑртнӑ вӑл.  

Ҫакӑ инвестор тӑкакӗсене чакарма тата проекта хӑвӑртрах пурнӑҫлама май парать.

Фоторепортаж



05 марта 2021
13:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter