Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланă уяв мероприятине хутшӑннă

Ҫывхарса килекен Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш Енри хĕрарăмсене сума сунса савăнăҫлă мероприяти ирттернĕ. Паллă пулăма Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ йĕркеленĕ.

Професси ӗҫ-хӗлӗнче тата бизнесра ҫитӗнӳсемпе палăрнисене, общество пурнӑҫӗн хастарĕсене саламлама Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев килсе ҫитнĕ, ҫывхарса килекен чи ҫепĕҫ те ырă та ăшă уявпа саламланă.

"Эпир  палăртнă тӗллевсене пурнӑҫлама тӑрӑшатпӑр. Ҫаксем пурте сирӗншӗн. Телейлӗ тӑвас тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатпăр. Сирӗн куҫӑрсем йӑлтӑртатнине  кулленех курас тетпĕр. Тавтапуҫ сире ачасемшӗн. Эсир - Чӑваш Ен вучахӗн управҫисем.  Эсир пире тата та хытӑрах пулма хавхалантаратӑр,  пурнӑҫа хитре тунӑшӑн тавтапуҫ" – тенĕ регион Ертӳҫи.  Вăл кун саламсем ҫумне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем хутшăннă.

Чӑваш Енри  Хӗрарӑмӗсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева мĕнпур  хӗрарӑмсене хастар пулнишĕн тав тунă, ҫурхи ăшă уявпа саламланă.   "Хӗрарӑм вӑйсӑрлӑхӗнче, айванлăхĕнче мĕнпур вăй курăнать.  Кашни хӗрарӑм хӑйӗн пахалӑхне курма, туйма пĕлтĕр. Пирӗн арҫынсемпе тупӑшмалла мар,  вӗсене пулӑшмалла тата  вăй-хăват пама витĕм кӳмелле", - палӑртнă вӑл.

Хӗрарӑмсен юхӑмне аталантарассишӗн  пысăк тӳпе хывнисене  ертӳҫĕ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫей Федерацийĕн Хӗрарӑмӗсен союзӗн наградисене парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж



05 марта 2021
12:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter