Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ хӗрарӑмсем!

 Сире ҫуркуннехи уяв – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!

Илӗртӳллӗскерсем, юратнӑскерсем, хаклӑскерсем, эсир пире, арҫынсене, вӑй хурса ӗҫлеме, ҫӗннине шырама, пархатарлӑ утӑмсем тума хавхалантаратӑр. Сире килӗшес, телейлӗ тӑвас, хӳтӗлес тӗллевпе арҫынсем хӑйсем те пултаруллӑрах пулма тӑрӑшаҫҫӗ, лайӑхраххине шухӑшласа кӑлараҫҫӗ, ҫӗннине тупаҫҫӗ.

Хӗрӑрӑмсем – пирӗн республикӑн чӑн илемӗ.

Сирӗн тимлӗхӗр, ырӑлӑхӑр, талантӑр, проектӑрсемпе пуҫарӑвӑрсем экономикӑн мӗн пур сферинче, предпринимательлӗхре, ӑслӑлӑхра, социаллӑ сферӑра, патшалӑх управленийӗнче кирлӗ. Эсир профессири карьерӑна тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсемшӗн тӑрӑшассипе, килти хӑтлӑха тивӗҫтерессипе ҫураҫтарма пӗлни тӗлӗнтерет те, савӑнтарать те.

Хаклӑ ентешӗмсем, сире хӗрӑрӑма кирлӗ телей сунатӑп, арҫынсен тимлӗхӗ ан иксӗлтӗр, ҫемьере тӑнӑҫлӑх пултӑр! Юрату, сывлӑх, чунпа яланах ҫамрӑк, илемлӗ пулма сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                    Олег Николаев



05 марта 2021
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter