Кăçал та малтисен йышĕнче

 И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче регионсем хушшинче чăваш чĕлхипе литература олимпиади иртрĕ. Унта район шайĕнчи тупăшура çĕнтернĕ 13 вĕренекен хутшăнчĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 11 класра вĕренекен А.Силюкова çĕнтерỹçĕ пулчĕ (вĕрентекенĕ Н.Путякова). Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 класра вĕренекен Ю.Муллина, 11 класри С.Шуряшкина (вĕрентекенĕсем Н.Путякова, С.Солдатова), Ыхра Çырминчи вăтам шкулти 11 класри Я.Майкова (С.Кулакова), Аслă Чементи вăтам шкулти 11 класри Е. Ежова (Э.Селиверстрова), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти 11 класри Т.Юрминапа Ю. Васильева (Н.Павлова), Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти 9 класри К.Степанова, 10 класри Е.Матвеева (С.Никитина), 11 класри С.Степанова (И.Матюшкина) призерсен йышне кĕчĕç.

Республикăри вĕрентỹ институтĕнче тăван ен культурипе олимпиада иртрĕ. Унта пирĕн районтан 4 вĕренекен хутшăнчĕ.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта 9 класра вĕренекен А.Бородова (вĕрентекенĕ Г.Хлебникова) тата Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче 9 класра вĕренекен Т.Павлова (Л. Павлова) призерсен шутне кĕме пултарчĕç.

А. ИВАНОВА

Аванград



09 марта 2021
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter