Николай Плотникова Н. Бичурин ячӗллӗ орденпа чысланӑ

Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников Никита Бичурин ячӗллӗ ордена тивӗҫнӗ. Ку хыпара республикӑн Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн страницинче пӗлтернӗ.

Асӑннӑ медале «таврапӗлӳ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» параҫҫӗ. Таврапӗлӳҫӗсен сайтӗнчи хыпар тӑрӑх хакласан, ун пек ордена тӗрлӗ ҫулта Виталий Станьял, Эдуард Бахмисов, Галина Соловьёва, Сантр Пикл, Олег Цыпленков, Николай Казаков тата ыттисем тивӗҫнӗ.

Аҫтахар (Николай) Плотникова Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн пухӑвӗнче чысламалла пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ унта хутшӑнайман, ҫавна май каярах чысланӑ. Чӑваш тӗнчин аталанӑвне капашсӑр пысӑк тӳпе хывакан маттур ҫамрӑк кӑкӑр ҫине ордена Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Галина Соловьёва ҫакса янӑ.

Ырӑ хыпарпа Фейсбукра паллашнисем Аҫтахар Плотникова саламласа ҫырнӑ. «Тӗлӗнмелле пысӑк ӗҫ тӑвать чӑвашлӑха упраса хӑварас тесе, патшалӑхран пӗр пус илмесӗр. Турӑ упратӑр пирӗн Микулая», — тесе шӑрҫаланӑ, сӑмахран, Тимӗр Тяпкин.



https://www.chuvash.org/news/28343.html
13 апреля 2021
13:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter