Шупашкар районӗнче килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсем валли приют пулать
Ака уйăхĕн 16-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнчи выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе кӗрешекен районти станцине ҫитсе килнӗ. Кунта ҫу уйăхĕн 1-мӗшӗнче хуҫасӑр чӗр чунсем валли приют хута яма палӑртнӑ.
Малтанхи тапхӑрта приюта 15 чĕр чуна вырнаҫтарма йышӑннă. Каярахпа, республика бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ май, ҫулталӑк вӗҫнелле вӗсен шутне 150 ҫитересшĕн.
Шупашкар районӗнчи палăртнă ҫурта республикӑри мĕнпур районпа хулари хуҫасăр чӗр чунсене йышӑнӗҫ. Енчен те малашне кашни муниципалитетрах ҫавнашкал объектсем хута кайсан, асӑннӑ ĕҫсене ыттисем те туса пырĕҫ. Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Константин Викторов ҫу уйăхĕ вĕҫлениччен Шупашкарта 733 чӗр чун вырнаҫмалăх приют тӑвас енӗпе проектпа смета докуменчӗсене экспертиза ирттерме хатĕрленнине хыпарланă. Ҫавӑн пек тепӗр центр Ҫӗмӗрлере тăвасшăн, унта халӗ строительство участокне йӗркелеме палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Улăп» сывлӑхпа спорт центрӗнче район активӗпе канашлу ирттернĕ, вольерсем туса вырнаҫтарма, чӗр чунсене апатлантармалли, cиплемелли, cтерилизaцилемелли оборудовани туянма республика хыснинчен 8 млн яхӑн тенкӗ уйӑрма палӑртнине асăннă.
Канашлура Кӳкеҫ тата Шупашкар районӗн аталанӑвӗн малашлӑхлӑ ҫул-йӗрне сӳтсе явнă.
Регион Ертӳҫи ӗҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, Кӳкеçри "Импреса" общеcтвăна ҫитсе курнӑ. Предприяти 2015 ҫултан пуҫласа мамăкран тĕрлĕ тавар хатӗрлесе кăларать. Олег Николаев предприяти ертӳлĕхĕпе бизнеса пулӑшу памалли майсене сӳтсе явнă. Ҫӑмӑл промышленноҫӑн текстильпе тавар туса кӑларакансен регионти кластерне тӑвас ыйтусене хускатнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Шупашкар районӗнчи "Чурачикское" ОАО ферминче те пулса курнă. Унта вăл производствăна анлӑлатма палӑртакан инвестици проекчӗсемпе паллашнă.