Олег Николаев вакцинаци хӑвӑртлӑхне ӳстерме чӗнсе каларӗ
Ака уйăхĕн 16-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кăшăл вирус чирĕ сарăлассинчен асӑрхаттарас енӗпе ӗҫлекен регионти Оперативлă штабăн черетлӗ ларӑвне ирттернӗ.
Олег Николаев республикӑри лару-тăрăва хак панă, енчен те халăх ҫирĕп мерăсене пăхăнмасан чир-чĕр сарăлас хăрушлăх ҫивӗчленме, кăтартусем улшăнма та пултарасси пирки пăшăрханса каланă. Иртнĕ эрнере COVID-19 инфекцийĕпе чирлекенсене кунне вăтамран 44-ран пуҫласа 47 таран шута илнине палăртнă. «Ҫынсен тимлĕхе ҫухатма юрамасть, питĕ асăрхануллă пулмалла. Иртнĕ ҫуркунне чир мӗнлерех алхаснине пурте лайӑх астӑватпӑр. Обществăлла вырăнсенче профилактика мерисене уйрăмах ҫирӗп пăхăнмалла, ют ҫĕртен килнисене тест ирттермелле», - тенĕ регион Пуҫлӑхӗ.
«Каламасăрах паллă, уявсем ҫывхарса килеҫҫĕ. Региона ытти хуласенчен килме кăмăл тăвас текенсен шучĕ те ӳсме пултарĕ. Мускавран та сахал мар халăх кану кунĕсене ирттерме килĕ», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Кашни ҫын хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă, кун пирки манма юрамасть.
«Республикăна ҫителĕклĕ таран вакцина илсе килнĕ. Прививка тăвас текенсен шучĕ кунран-кун ӳссе пырать. Ятарлă пунктсем хута ямалла, халăха прививка тума хăтлă условисем йĕркелемелле», - тесе каланă регион Ертӳҫи. Паянхи кун регионта пурĕ вакцина тума 50 пункт йĕркеленĕ. Мобильлĕ ушкăнсем те хастар ĕҫлеҫҫĕ, ҫын-сене чиртен сыхланма пулӑшаҫҫĕ. «Каскад» суту-илӳ центрне ҫынсем кулленех ҫӳрени куҫ кĕретех, апла пулсан ҫав центрта та пункт йĕркелени питĕ вырăнлă.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Кизилов чиртен сыхланас тӗллевпе 55 пин ытла ҫын прививка тунине хыпарланă. Вĕсенчен 34 пин ытларахӑшӗ ӑна иккĕмĕш тапхăрпа тунине ҫирĕплетнĕ ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан. Районсенче чир-чĕр енĕпе лару-тăру лайӑхланса пырать. Ҫавна май Етĕрнере, Патăрьелĕнче тата ытти хăш-пĕр сиплев учреждени-йĕсенче койка-вырăнĕсен шутне пĕчĕклетсе пыни те куҫкĕретех. Пушă вырăнсем те сахал мар, вĕсен шучĕ Чăваш Енре 264 танлашать.
Обществăлла вырăнсене тăтăшах дезинфекци тумалли пирки аса илтерсе хăварнă специалистсем.
«Урамра ăшă унта халăх йышлӑ ҫӳрет. Кун пек чухне пушшех те асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть, профилактика мерисене ҫирĕп пăхăнмалла», - тесе тепĕр хут асăрхаттарнă Олег Николаев.
Роспотребназорӑн регионти управленине ку енӗпе хушма рекомендацисем хатӗрлеме сӗннӗ.