Вăрманта вут чĕртме чарĕç

Республика территорийĕнче пушарсенчен сыхланмалли уйрăм режима вăя кĕртесшĕн.

ГКЧС председателĕ Олег Яковлев палăртнă тăрăх, çуркуннехи-хĕллехи тапхăрта граждансем вăрмансене йышлăн çӳреççĕ, кăвайт чĕртеççĕ, хытă каяшсене, çӳп-çапа, кивĕ курăка çунтараççĕ — ку пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа уйрăм режимпа çуллен усă курасси йăлана кĕнĕ. Пĕлтĕр вăл ака уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçланса юпа уйăхĕн 7-мĕшĕччен пынă. Кăçал юр кайса пĕтесси тытăнарах тăнине кура Олег Николаевич уйрăм режима ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен вăя кĕртме сĕнчĕ. Правительство сĕнĕве ырларĕ. Çак кунран тытăнса çынсем, транспорт вăрмансене кĕрсе çӳрес, вут чĕртессипе çыхăннă ĕçсем пурнăçлас тĕлĕшпе чарусем вăя кĕрĕç.

www.hypar.ru

 



16 апреля 2021
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter