Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ

Олег Николаев провел еженедельное совещание Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем ҫурхи шыв-шур пирки ыйтусене пăхса тухнă, чĕр-чунсен тĕнчине сыхланине, 2020 ҫулта сунарҫăсен ятарлă вырăнĕсене епле тытса тăнине тарăн сӳтсе явнă.

Ачасен ҫулахи тапхăрĕпе иртекен канăвĕсене те тишкерсе тухнă,  кăҫал ку енĕпе пурнăҫланă ĕҫсем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ министрĕ  Алла Салаева тĕплĕн каласа кăтартнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – ҫуркуннехи тапхăрта типĕ курăка чĕртсе ярассинчен сыхă тăрасси.  Кун пирки районпа хуласен ертӳҫлĕхне ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме каланă регион Пуҫлăхĕ. Кашни кун тарăн отчет хатĕрлеме хушса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Иртнĕ кану кунĕсенче республикăра 51 пушар пулнă. Вĕсен сăлтавĕ те паллă – халăх типĕ курăксене чĕртсе яни.  Усал ҫӳп-ҫапа та тепре чухне ҫынсем ҫунтарма пăхаҫҫĕ.  Кун пек пачах та тума юрамасть.  Чăваш Енри   ГКЧС службине кашни кун хыпарсене пĕлтерсе тăма хушатăп», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.   «Енчен те айăплисене тупса палăртсан, ҫийĕнчех явап тыттармалла», - тесе хушса каланă вăл.

Усал чир-чĕр пирки - COVID-19 лару-тăрăвĕ ҫинчен  Чăваш Республикин  сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов тарăн доклад туса панă. Ведомство ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче регионта прививка тума тата та хушма 30 пункт йĕркелессине пĕлтернĕ. Чăваш Енре пурĕ вара 81 пунктра специалистсем халăха прививка тутарма йышăнĕҫ.

«Пĕтĕмĕшле илес пулсан, вакцина хальлĕхе тата та кирлĕ пулĕ-ха. Ҫынсем ушкăн-ушкăннăн килсе пыраҫҫĕ. Резерв та ҫук мар паллах, ҫителĕклĕ таранах.  Графика пăхăнса ĕҫлени те куҫкĕретех», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Паянхи куна вакцина тума 59 пин ытла ҫын кăмăл тунă, вĕсенчен 37 пинĕшĕ иккĕмĕш тапхăрпа вакцина туса ирттернĕ те.     

Фоторепортаж



19 апреля 2021
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter